Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ертсе пынă
10.07.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ертсе пынă

Михаил Игнатьев провел очередное заседание Комиссии по противодействию незаконному обороту промышленной продукции в Чувашской РеспубликеУтă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ертсе пынă. Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕ актуаллă ыйтусенчен пĕри пулса тăнине каланă регион Пуҫлăхĕ. «Чылай чăрмав кӳрет республика экономикине промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕ. Халăх паха мар тавара туянать.  Тепре чухне ачасем валли туяннă ҫимĕҫ те юрăхсăр пулкаланине час-часах тĕл пулма пулать», палăртнă  республика Пуҫлăхĕ.   

Михаил Игнатьев шкулсенче пысăк технологиллĕ хатĕрсем ҫителĕклĕ пулнине асăннă, вĕсемпе ачасене валли паха апат-ҫимĕҫ хатĕрлемеллине чĕнсе каланă. Бюджетран сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Регионта ытти субъектсенчен илсе килнĕ строительство хатĕрĕсем тепре чухне пахалăх шайне титвĕҫтерменни сисĕнкелет. Хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсене ытларах усă курмалла, ют ҫĕртен илсе килнисем пахалăха тивĕҫтерменни  пăшăрхантарать. Саккунсăр майпа сутăнакан таварсенчен пурин те асăрхануллă пулмалла, вĕсемпе усă курмалла мар.

Михаил Игнатьев наци проекчĕсемпе ĕҫлеме чылай укҫа-тенкĕ куҫать тесе уйрăммăн палăртса каланă. Апла пулсан, патшалăх тата муниципалитет контракчĕсемпе ĕҫлеме яваплăха туйса тăрăшаканнисемпе ҫыхăну тытмаллине асăннă вăл.  Апат-ҫимĕҫ таварĕсемпе ҫыхăннă ыйтусем пушшех те актуаллă. Вĕсем ҫине те пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă Пуҫлăх.  Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн сăмахĕнче кăҫал тĕрĕслевсем вăхăтĕнче хăш-пĕр йĕркесĕрлĕхсене тупса палăртнине пĕлтернĕ. «Торговый дом «ТоргПродукт» ТМЯО (Владимир хулинчен), «Вектор» ТМЯО (Тутарстан Республикинчен) палăртнă организацисенче пăтăрмахсем пуррине асăннă ертӳҫĕ.  Тĕрĕслевпе надзор тата право хуралĕн органĕсем, таварсем ҫине тимлĕх уйăрнине кура, Чăваш Енре суя, пахалăхсăр апат-çимĕç продукцийĕн суту-илĕвĕ анлă сарăлнă тееймĕн. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская палăртнă тăрăх, потребительсен првисене хӳтĕлекен тытăм кăçал апат-çимĕçĕн 9 пин ытла пробине илсе тĕрĕсленĕ. Сăмах май, унăн лабораторийĕ тĕрлĕ ĕçме-çимене 600 ытла кăтартупа тĕпчеме пултарать — нитратсемпе пестицидсенчен пуçласа ГМО таранах. Пахалăхĕ тĕлĕшпе аш-какай продукцийĕ тивĕçтерменни ытларах иккен. Продукцире çу кирлинчен ытларах, белок сахалрах. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче регионта ял хуҫалăх таварне тирпейлесе кăларассипе кăтартусем самай хăпарса пынине асăннă. Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра производствăсенче ҫĕнĕ линисем хута янине, 156 тĕрлĕ таварсем тирпейлесе кăларнине палăртнă вăл.     

Михаил Игнатьев алкоголь рынокĕнчи лару-тăрупа кăсăкланнă. Надежда Феофановна ĕç-пуç лайăхланнине çирĕплетнĕ: çынсем тĕрлĕ суррогат ĕçсе сывлăхне сиенленĕ, наркăмăшланса вилнĕ тĕслĕхсем чакни палăрать тенĕ.

Сăра сутса услам тăвакансем сахалланни сисĕнкелет, апла пулсан республика хыснине укҫа-тенкĕ кирлĕ пек шайра та пуҫтарăнса пырайманни куҫкĕркетех, ҫулсерен республика бюджечĕ 27 млн таран укҫа ҫухатса пырать тесе палăртнă специалистсем.

ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешкен управленийĕн пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи ултă уйăхра промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕшĕн 74 уголовлă ĕç пуçарнă — вĕсенчен 65-шĕ шăпах алкогольпе çыхăннă иккен. Çулталăк пуçланнăранпа саккунсăр çаврăнăшран 4 пин литр ытла шурă эрех туртса илнĕ. Пуш уйăхĕнче, сăмахран, 9 çынран тăракан ушкăна пăрахăҫланă. Вĕсем маркăламан эрех суту-илĕвне кунта чăннипех анлăн йĕркеленĕ. Строительство хатĕрĕсем пирки ыйтупа Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко тарăн доклад туса панă. Асăннă тытăмра та тепре чухне йĕркесĕрлĕхсем пур-ха тесе палăртнă министр. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, япăхах мар лару-тăру регионта строительство пайĕнче. Йĕркесĕрлĕхсене вăхăтра тупса палăртаҫҫĕ, ҫийĕнчех явап тыттарма тăрăшаҫҫĕ тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика