Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта пулнă, троллейбусăн çĕнĕ линине уçнă ятпа йĕркеленĕ мероприятине хутшăннă
25.06.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта пулнă, троллейбусăн çĕнĕ линине уçнă ятпа йĕркеленĕ мероприятине хутшăннă

В День Республики в Чебоксарах в микрорайоне «Новый город» открылась троллейбусная линияҪĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Шупашкарти  «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта пулнă, троллейбусăн çĕнĕ линине уçнă ятпа йĕркеленĕ мероприятине хутшăннă.

Михаил Игнатьев чи малтан пухăннă ентешсене Республика кунĕпе саламланă май, микрорайонта пурăнакансен ыйтăвĕсене пурне те пурнăçлама тăрăшнине палăртнă. Пĕчĕкех мар районта халь ача сачĕ пур, шкул тăваççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартаççĕ, çавна май микрорайонта пурăнакансен йышĕ ӳсĕ-ха. Троллейбус линине хута яни сирĕн пурнăçа татах лайăхлатĕ тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Пуҫлăх.

«Ҫĕнĕ хула» комплекслă аталанса пырать. Микрорайонта пурăнакансен йышĕ 10 пин çынна çитсе пырать тесен те йăнăш мар. Микрорайона 2007-мĕш ҫулта пуҫарса янă. Хăш-пĕр подрядчиксем хăй вăхăтĕнче яваплăха туйса ĕҫлеменнине кура, кăштах строительство ĕҫĕсем вăраха та тăсăлкаласа пынă. 2011 ҫулта ҫĕнĕрен вăй илме пуҫланă район,  «Монолитстрой» ТМЯО, «Инкост» АУО, «ИСКО-Ч» АУО  ĕҫе тытăннă, инфратытăма ҫĕнетнĕ.  Кăҫал нумай хваттерлĕ 9 ҫурт хута яма плана кĕртнĕ.

«Йывăрлăхсене пĕтĕмпех парăнтартăмăр. Таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлекен подрядчиксене явăҫтартăмăр. Ҫывăхри ҫӳп-ҫап купине те пăрахăҫларăмăр. Халĕ тавралăхра тирпейлĕх хуҫаланни куҫкĕретех», –  тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Шупашкар хулин пуҫлăхĕ Евгений Кадышев микрорайонта пурăнакансене уяв ячĕпе саламланă май, Шупашкарта пĕрремĕш троллейбуссем 55 çул каялла çӳреме пуçланине аса илнĕ. Юлашкинчен çĕнĕ контакт сечĕсем 2009 çулта тунине пĕлтернĕ.

«Çĕнĕ хулана» троллейбус çӳретес тесе пысăк ĕç тунă, пĕтĕмпе 3 тапхăрпа, пурнăçланă. 4 йĕрлĕ çул сарнă. Тротуарсемпе велоçулсене хăтлăх кĕртнĕ. Троллейбусăн контакт сетьне тунă. Общество транспорчĕ пĕтĕм микрорайона çаврăнĕ. Çĕнĕ линин пĕтĕмĕшле тăршшĕ 15 ҫухрăм. «Çĕнĕ хулана» троллейбус çӳреме тытăнни унта пурăнакансене Шупашкара темиçе транспорта куçса лармасăрах çитме май парĕ.

Ҫулсене сарма пурĕ 200 млн ытла укҫа тăкакланă. Унăн тĕп подрядчикĕ «Тус» АО шутланнă. Предприяти объекта вăхăтра хута янă, пахалăх енчен те калас пулсан, ҫӳллĕ шайра пулни куҫкĕретех.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, предприятийĕн генеральнăй директорĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Угаслов регион Ертӳҫине Михаил Игнатьева мухтанă, ырă витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Республикăри ялсемпе хуласенче проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма тĕрев панăшăн ырланă.    

 Троллейбус линине уçнă хыççăн сумлă хăнасем микрорайонта пурăнакансемпе пĕрле транспорт ҫине ларнă. Чĕрĕ сасăпа юрлакансем вĕсен уяв туйăмне хавхалантарнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика