Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  ПМЭФ-2019: Чăваш Республикипе Раҫҫей Перекет банкĕ хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва ҫирĕплетнĕ
06.06.2019ПМЭФ-2019: Чăваш Республикипе Раҫҫей Перекет банкĕ хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва ҫирĕплетнĕ

ПМЭФ-2019: Чувашская Республика и ПАО «Сбербанк России» договорились о взаимодействии в рамках реализации инвестиционных проектовҪĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикипе Раҫҫей Перекет банкĕ хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва ҫирĕплетнĕ.

Килĕшӳ хутĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата  «Раҫҫей Перекет бакĕ» ПАО Президенчĕ, Правлени Председателĕ Герман Греф алă пуснă.    

Килĕшĕве тĕпе хурса Раҫҫей Перекет банкĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă майпа тивĕҫтерессипе йышăннă программа ĕҫне хутшăнма шантарать.

«Раҫҫей Перекет банкĕ ҫĕршыври чи паллă организаци. Чăваш Енре унăн 173 офисĕ вырнаҫнă. Вĕсен ĕҫĕпе халăх кăмăллă.  Шансах тăратăп, килĕшӳ тата та ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма витĕм кӳрессе. Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне вăй илме тĕрев парассине те ĕненетпĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.     

Республикăри инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртессинче палллă, Перекет банкĕ пысăк витĕм кӳрет тенĕ унăн Президенчĕ Герман Греф.

Промышленноҫ предприятийĕсене, индустри паркĕсене аталантарассипе йышăнакан проектсенче те Раҫҫей Перекет банкĕн тӳпи пысăк.  Пĕрлехи ĕҫлĕ ҫыхăну малашне те пĕр-пĕриншĕн усăллă пуласса палăртса хăварнă  Герман Греф.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика