Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинче 360 ҫухрăма тăсăлакан автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарĕҫ
12.03.2018Чăваш Республикинче 360 ҫухрăма тăсăлакан автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарĕҫ

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ канашлăва ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – автомашина ҫулĕсене ҫĕнетсе патшалăх программисене тĕпе хурса пурнăҫа кĕртсе пырасси.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче 2018 ҫулта Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ пĕтĕмпе 5 042 млн танлашнине пĕлтернĕ. Ҫак палăртса хунă мĕнпур укҫаран 3069 млн республика хыснинчен тăкакланассине,  2 млрд яхăн федераци хыснинчен патшалăх проекчĕсене пурнăҫлама куҫассине палăртнă. Кăҫал регионта 360 ҫухрăм автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарма плана кĕртсе хăварнă, кунсăр пуҫне 80 ҫухрăм ҫĕнĕ объект тума палăртнă.

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проектпа килĕшӳллĕн, Раҫҫей Президенчĕн пуҫаруллă йышăнăвне тĕпе хурса, Шупашкарта 73 объектра тĕрлĕ ĕҫсем пурнăҫлама тĕллев лартнă. Вĕсем пурĕ 143 ҫухрăм йышăнаҫҫĕ, вĕсене тирпейлеме 1461 млн  тăкакланасси паллă, вăл укҫаран 730 млн федераци бюджетĕнчен куҫать.  

Ял территорийĕсене ҫирĕппĕн аталантарса пырассипе пăхса хăварнă тĕллевлĕ программăпа, ҫулсемпе ҫыхăннă 5 объекта хута яма плана кĕртнĕ.  Вĕсен строительство ĕҫне пурнăҫлама 357,9 млн пăхса хăварнă, федераци хыснинчен 174,4 млн куҫать.    

РФ регионĕсенче ҫурт-йĕр строительствине аталантарассипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн, субъектра ҫĕнĕ микрорайонсенче автомашина ҫулĕсем пулĕҫ. Вăл ĕҫсене пурнăҫа кĕртме федераци хыснинчен  517,1 млн тăкакланĕ, ытти вара республика бюджетĕнчен куҫасси паллă.

2018 ҫулта Шупашкарти Мускав кĕперне реконструкцилес ĕҫе вĕҫлеме тĕллев лартнă.  Кăҫал ҫак объектăн строительство ĕҫне пурнăҫлама 392,7 млн бюджетра пăхса хăварнă, вăл шутран федераци центрĕнчен 365,5 млн куҫать.

Аса илтеретпĕр, ҫак ĕҫсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ "Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен калакан  йышăнăва тĕпе хурса пурнăҫлаҫҫĕ.

Автомашина ҫулĕсене ҫĕнĕрен сарма, реконструкцилеме, тĕпрен юсама 4893,6 млн пăхса хăварнă. Регионта 12 объектра автомашина ҫулĕсене юсама тата тĕпрен улăштарма плана кĕртнĕ. Вĕсене валли  482,8 млн тăкакланасси планра пур. Ака уйăхĕн иккĕмĕш ҫурринче ҫак объектсенче ĕҫе пуҫлама тĕллев лартнă.

Республикăра 13 объект ҫинче автомашина ҫулĕсене ҫĕнĕрен хута яма, реконструкцилеме пăхса хăварнă. Вĕсене валли бюджетра 100 млн уйăрнă.  Вырăнти пĕлтерĕшлĕ объектсене тĕпрен ҫĕнетме 1969,7 млн тенкĕ бюджетра пăхса хăварнă. Хальхи вăхăтра строительство ĕҫне пурнăҫлама конкурс ĕҫĕсем пыраҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проектсене хутшăнни республика хыснине хушма укҫа-тенкĕ явăҫтарма витĕм кӳнине палăртнă. Региона хăтлă тума пулăшнине, автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарма пысăк тĕрев панине каланă. Транспорт инфратытăмĕ те активлă вăй илсе пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Халăх ҫак ĕҫсемпе питĕ кăмăллă, кулленех тав сăмахĕсем калаҫҫĕ.    

«Паянхи куна йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тĕпрен татса панă. 2018 ҫул валли план тунă, ăна пурнăҫа кĕртессине халăх кĕтет.  Ҫĕнĕ объектсене вăхăтра тата пахалăх енчен пысăк шайра пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, конкурссенче яваплăха туйса ĕҫлекеннисен мала тухмаллине чĕнсе каланă, хăйсене шанса панă ĕҫе яланах тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫламаллине палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика