Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланӑ кӗнеке презентацине хутшӑннă
17.06.2020Олег Николаев Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланӑ кӗнеке презентацине хутшӑннă

Олег Николаев принял участие в презентации книги, посвященной 100-летию образования Чувашской автономииҪĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче Чăваш автономи облаҫне 100 тултарнине палăртса «Чувашия древняя и вечно молодая» ҫĕнĕ кĕнекене кун ҫути кăтартнă. Паллă пулăма халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хутшăннă.

Хаклă та сумлă  парнене Чăваш Енре пурăнакансене валли Чăваш кĕнеке издательстви калăпласа кăларнă, ăна 4 пин экземпляр хатĕрленĕ.  Ҫĕнĕ кĕнекере чăвашсен йăх-несĕлĕмĕрсен, авалхи йăла-йĕркепе культури анлăн сăнарланнă. Кĕнеке кăларас ĕҫе, регионти паллă ăсчахсем, Патшалăх архивĕнче тăрăшакансем, аслă шкулсенче ĕҫлекен паллă ентешсем, тĕпчевҫĕсем чылайăн хутшăннă. Вĕсем:  Евгений Касимов, Федор Козлов, Сергей Кодыбайкин тата ыттисем те. Сăн ӳкерчĕксене вара Александр Агатеев пухса пулăшнă.    

Палăртма кăмăллă, чаплă та пысăк проектăн ертӳҫи – Чăваш кĕнеке издательствин генеральнăй директорĕ Светлана Каликова.

 Кашни ҫынăн ҫак сумлă кĕнекене илсе, хăйĕн тавра курăмлăхне пуянлатмалла.  Ҫав тери ăста калăпласа хайланă материалсене ҫак кĕнеке пуххинче.

Олег Николаев кĕнекене тирпейлесе кăларнисене чун-чĕререн тав сăмахĕсем каланă.  Проект авторне, тăван тăрăха, Чăваш Ен сумне ҫӳле ҫĕклеме витĕм кӳнĕшĕн мухтанă, ыттисемшĕн паха тĕслĕх эсир пулатăр тесе каланă.  

 «Ку хăйне евĕр илемлĕ кĕнеке анчах мар, кунта чăваш тĕнчи хайланнă.  Ҫитĕнекен ăрăва валли паха, кăткăс материалсем калăпланнă.  Чăваш наци сăн-сăпачĕ тĕпрен сăнарланнă», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.    

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика