Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев Шупашкар хулинчи 1-мĕш №-лĕ клиника больницинчи юсав ĕҫĕсемпе паллашнă
02.07.2020Олег Николаев Шупашкар хулинчи 1-мĕш №-лĕ клиника больницинчи юсав ĕҫĕсемпе паллашнă

Олег Николаев посетил отремонтированную поликлинику в новоюжном районе города Чебоксары

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Хулари 1-мĕш №-лĕ клиника больницинче пулнă.  Палăртнă объекта сиплев учрежденине тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ.  

Больницăн тĕп врачĕ Антонина Иванова пĕлтернĕ тăрăх, сиплев учреж­денийĕнче хулара пурăнакан 21 пин ытла ҫын медицина пулăшăвне илет. «Кувшинка» микрорайон хута кайсан, учрежденине сипленме ҫӳрекен халăх йышĕ тата та ӳсесси куҫкĕрет, малтанласа палăртнă тăрăх, вăтамран 27 пин ҫынна та ҫитме пултарать.

Сиплев ҫуртне паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килтерсе юсанă. Кунта  ҫынсене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтереҫҫĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, чирлисем валли те, унта ĕҫлекенсем валли те хăтлă условисем туса панă.

Специалистсем пысăк тавра курăмлă, учреждени ертӳлĕхĕ вĕсен йышне тата та ӳстерме тĕллев лартнă.  Ӑста специалистсене явăҫтарассине плана кĕртнĕ.  Хулари 1-мĕш №-лĕ клиника больницине 2018 ҫулта юсама пуҫланă. Объекта юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен 22,6 млн тенкĕ уйăрнă.  Кунсăр пуҫне, 4,9 млн тенке пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене туянма тăкакланă.

«Поликлиника ҫав тери хăтлă пулса тухнă.  Бюджетран уйăрнă укҫапа туллин тата тĕллевлĕн усă курни куҫкĕретех. Чи пахи – халăх валли паха условисем йĕркеленĕ.  Ҫынсем кăмăллă пулни сисĕнет», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Палăртнă кун, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев видео-ҫыхăну мелĕпе республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Унта пухăннисем сывлăх сыхлавĕн тытăмне ҫĕнетсе пынă тапхăрта таврари инфратытăма та улăштарсах пымаллине палăртнă. Кирек-епле ĕҫе те комплекслăн пурнӑҫлани халăхшăн усăллăрах пулни пуриншӗн те паллӑ.  Вырăнти ертӳҫĕсем Шупашкарти  асăннă объект таврашĕнчи ҫулсене тирпей-илем кĕртме плана кĕртнĕ.

 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика