Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Германийĕн ортопеди тата травматологи енĕпе ĕҫлекен паллă врачĕсемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ
20.06.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Германийĕн ортопеди тата травматологи енĕпе ĕҫлекен паллă врачĕсемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашской Республики встретился с ведущими специалистами в области ортопедии и травматологии из ГерманииҪĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Правительство ҫуртĕнче чĕркуҫҫисене сиплекен хирургсен Европăри ассоциацийĕн секци председателĕпе, ортопеди тата травматологи енĕпе тимлекен специалистпа, профессорпа  Роланд Беккерпа, (Дюссельдорф, Германия) Кайзерсвертри ортопеди тата травматологи больницин ятарлă врачĕпе Вольфганг Небелунгпа, Германири пысăк спортри ҫынсене медицина тĕлĕшĕнчен пулăшупа тивĕҫтерекен хирург-ортопедпа Питер Бруккерпа   ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, регионти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани енĕпе ĕҫлекен федераци центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев хутшăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ют ҫĕршывран килсе ҫитнĕ пысăк хăнасене тав тунă, регионпа килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн ырланă. «Эсир пирĕн тăрăха килме кăмăл туни пĕлтерĕшлĕ. Наука конференцийĕсене хутшăнатăр, паха ĕҫ опычĕсем пирки каласа кăтартатăр. Пирĕн специалистсене эсир хавхалантаратăр ĕҫлеме», тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев юлашки ҫулсенче республикăра сывлăх сыхлавне сахал мар тимлĕх уйăрни ҫинчен каласа кăтартнă. Кашни ҫын пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвне тивĕҫнине хыпарланă вăл.  «Бюджетран куҫакан кашни виҫҫĕмĕш тенки сывлăх сыхлавĕн пайне тăкакланать. Пирĕн тĕллев – халăха упрасси, сывлăха ҫирĕплетсе пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе тăратасси», каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Роланд Беккер  Европăри хирургсен ассоциацийĕн секци председателĕ хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Ене кашни килмессеренех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисене курса ĕненнине каланă. Федераци центрĕн пурлăх бази пуян тесе тепĕр хут ҫирĕплетнĕ сумлă хăна.

«Медицина ĕҫченĕсем пĕлӳ шайне хăпартса пырассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Раҫҫей хирургĕсене хамăр тăрăха йыхравлатăп. Германи сире хапăл тусах кĕтет», тенĕ паллă врач.

Спорт енĕпе аталанакансене сиплекен врач Питер Бруккер Шупашкарта пĕрремĕш хут пулса курнине асăннă. Медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕ ҫав тери ҫӳллĕ шайра тенĕ хăна.   

Тĕлпулу вăхăтĕнче ытти актуаллă ыйтусем пирки те сăмахланă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă специалистсем.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика