Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче шывра ишессипе ĕҫлекен Пĕтĕм Рҫҫейри федерацин вице-президенчĕпе Игорь Горинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
11.06.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче шывра ишессипе ĕҫлекен Пĕтĕм Рҫҫейри федерацин вице-президенчĕпе Игорь Горинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев и вице-президент ВФП Игорь Горин обсудили вопросы реализации программы «Всеобуч по плаванию в Российской Федерации» Ҫĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче шывра ишессипе ĕҫлекен Пĕтĕм Рҫҫейри  федерацин вице-президенчĕпе Игорь Горинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Ашшĕсен канашĕн регионти организацийĕн Председателĕ, пиллĕк енлĕ кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Алексей Мурыгин тата шывра ишессипе ĕҫлекен регионти федерацийĕн ертӳҫи Игорь Воронов хутшăннă.

Ертӳҫĕсем наци проекчĕсемпе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă, РФ Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырасси ҫинчен канашланă, спорта аталантарас енĕпе палăртнă тĕллевсене вăхăтра тивĕҫтермелли ҫинчен калаҫнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕнче спорт, туризм енĕпе ĕҫлекен ушкăнĕн йышĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, вăл ĕҫ ушкăнĕн пĕр пайне ертӳҫĕ пулса йĕркелесе пыраканĕ.  Халăх валли спорта ҫӳреме кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратассипе, инфратытăма вăйлатассипе ыйтусене пухать, сĕнӳсене парать. Игорь Горин Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева регионта спорта аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, ыттисемшĕн вăл чăннипех те ырă тĕслĕх пулнине ҫирĕплетнĕ.  Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем «Плавание для всех» ведомствăсен хушшинчи ятарлă программăна пурнăҫа кĕртсе пырасси ҫинчен сӳтсе явнă. Чăваш Ен проекта пĕрремĕш пурнăҫа кĕртĕ. «Пирĕн тĕллев – ачасене те, аслисене те шывра ишме вĕрентесси», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче финанс тата ытти ыйтусене те пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. Сăмах май, сумлă хăна вăл кун регионти спорт учрежденийĕсен ĕҫĕсемпе паллашнă.

 Чăваш Республикинче шывра ишессипе спорт тĕсĕ анлă сарăлнă. Пурĕ регионта 81 бассейн. 2014–2019 ҫулсенче пĕтĕмпе ҫĕнĕ 6 бассейн хута янă, вĕсем: Шупашкарта – 4; Вăрнар районĕнче – 2.  Чăваш Енре ҫынсем хапăл тусах шыва кĕме бассейнсене ҫӳреҫҫĕ, пурте кăмăллă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика