Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкарта Пĕлӳ кунĕнче ҫĕнĕлле вĕренсе пыма май паракан чаплă учреждени хута кайнă
02.09.2019Шупашкарта Пĕлӳ кунĕнче ҫĕнĕлле вĕренсе пыма май паракан чаплă учреждени хута кайнă

В День знаний в Чебоксарах открылась школа с инновационной образовательной средойШупашкарта Волжский-3  микрорайонта ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнче 5-мĕш №-лĕ Гимназире «Т» ҫĕнĕ корпус хута кайнă. Объекта паян Пĕлӳ кунĕнче хаваслă лару-тăрура уҫнă.  Чаплă пулăм ячĕпе мероприятине пухăннă ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.  Вĕренӳ учрежденийĕнче ачасен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма ҫав тери лайăх условисем тесе хакланă регион Пуҫлăхĕ.  

Хальхи пурнăҫпа килĕшсе пыракан шкулсене пĕтĕмпех наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хăпартса пынине асăннă Ертӳҫĕ.  «Вĕренӳ» наци проектне Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫарăвĕпе пурнăҫа кĕртме йышăннă.   «Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан шкул» регионти программа унпа тӳр килсе пырать тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Шкулсем уҫăлни – наци проекчĕ пурнăҫа хăватлăн кĕнине ҫирĕплетеҫҫĕ», – тенĕ сăмаха ҫавăрса регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Савăнăçлă çак пулăмпа манăн чи малтан ашшĕ-амăшне саламлас килет. Мĕншĕн тесен кашни ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисем лайăх пулччăр, лайăх вĕренччĕр тесе тăрăшать. Паянхи кун тӳлевсĕр, пахалăхлă пĕлӳ илме пур услови те пур. Ан ӳркен кăна. Ку шкулта ачасене хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернĕ. Шкула хута ярассишĕн ырми-канми ĕçлекенсене чĕререн тав сăмахĕ калатăп»,  тенĕ Михаил Игнатьев.

    Мӗнпур вӗренекенсене вӗрентӳ дисциплинисене ҫине тӑрса алла илме, вӗрентекенсене – пысӑк ӑспа чӑтӑмлӑх тата педагогика ӗҫӗнче ӑнӑҫусем, ашшӗ-амӑшне – хӑйсен ачисен ҫитӗнӗвӗсем­шӗн савӑнма суннă вăл. Иксӗлми вӑй-хал, хастарлӑх тата вӗренӳ ҫулӗнче ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума каланă Пуҫлăх.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн республикӑра Етӗрне тата Шупашкар хулисенче ҫӗнӗ шкулсем уҫӑлчӗҫ, 29 ял шкулӗн спортзалне тӗп­рен юсанӑ. Ҫывӑх вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кванториум»  ачасене хушма пӗлӳ паракан центрсем ӗҫе кӗмелле, шкул ачисен пултарулӑхне цифра тата гуманитари тӗлӗшӗнчен аталантармалли «Ӳсӗм вырӑнӗ» центрсем 40 шкулта йӗркеленмелле. Техникумсемпе колледжсем ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе пуянланӗҫ. Пĕтĕмпе 2020–2025 ҫулсенче Чăваш Республикинче 19 шкул ҫĕклесе лартма тĕллев лартнă. Нумай вĕренӳ учрежденийĕсем тĕпрен ҫĕнелесси те паллă.   

Пĕлӳ кунĕпе, ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланнă ятпа Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков, Гимназийĕн директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Инна Исаева  ăшшăн саламланă, вĕренӳ пайне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн регион Пуҫлăхне Михаил Игнатьева мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

Гимназийĕн иккĕмĕш корпусне харăсах 1100 вĕренекене вырнаҫтарма пулать. Условисем хăтлă, вĕрентӳ хатĕрĕсем пĕтĕмпех ҫителĕклĕ. Аслă шкулсемпе те вĕсем тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хавас.   Сывлăха ҫирĕплетме майсем аван, бассейн пур, пĕр сăмахпа каласан пĕтĕмпех условисем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ.

Объектăн строительство ĕҫне 920 млн тăкакланă. Хулара иккĕмĕш сменăпа вĕренекенсен йышĕ курăмлă чакать, кута вĕренме килекенсен йышĕ нумайланнă.    

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика