Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче  Чăваш Енре тавралăха тирпей-илем кӳртессие йĕркелесе ирттернĕ регион шайĕнчи конкурс ĕҫĕн пĕтĕмлетĕвне пăхса тухнă
11.10.2017Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче  Чăваш Енре тавралăха тирпей-илем кӳртессие йĕркелесе ирттернĕ регион шайĕнчи конкурс ĕҫĕн пĕтĕмлетĕвне пăхса тухнă

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче  Чăваш Енре тавралăха тирпей-илем кӳртессие йĕркелесе ирттернĕ регион шайĕнчи конкурс ĕҫĕн пĕтĕмлетĕвне пăхса тухнă.

 Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов ҫак асăннă конкурса 2005-мĕш ҫултан пуҫласа йĕркелесе ирттерме тытăннине пĕлтернĕ.  Унăн тĕп тĕллевĕ – халăха тирпей-илем кӳртессипе тивĕҫлĕ шайра ĕҫсене йĕркелесе пыма вĕрентесси пулнине каласа хăварнă министр хăйĕн ум сăмахĕнче.  

Кăҫал конкурс ĕҫне пĕтĕмпе 20 муниципалитет пĕрлешĕвĕ хутшăнма кăмăл тунине палăртнă вăл.  Вĕсем пурĕ  конкурса 49 ĕҫ хатĕрлесе тăратнă.   Ҫак конкурс ҫĕнтерӳҫисене авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче ведомствăсем хушшинчи ĕҫлĕ комиссинче пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Республика хыснинче конкурса йĕркелесе ирттерме пĕтĕмпе 400 пин ытла пăхса хăварнă.  Ҫак укҫа-тенкĕне ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнисене парса хавхалантараҫҫĕ.  Ку хутĕнче конкурс ĕҫĕн ҫĕнтерӳҫисене пиллĕк номинацире хакланă», - тенĕ министр.

Калăпăр, социаллă сферăри объектсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртсе хăварассипе ятарлă хисепе Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнчи 5-мĕш №-лĕ ача сачĕ тивĕҫнĕ.

Ҫак номинацире иккĕмĕш вырăна Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи «Юмах» ача сачĕ тивĕҫлĕ пулнă, виҫҫĕмĕш вырăна – Чăваш Республикинчи Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул илнĕ.    

Кану вырăнĕсене илем кӳртес тата тавралăха чечексем лартса хăварассипе  малти вырăна Етĕрне районĕнчи «Усадьба» тивĕҫнĕ, иккĕмĕш вырăна – Ҫĕрпӳ районĕнчи 7-мĕш №-лĕ ача сачĕ,  виҫҫĕмĕшне – Пăрачкав районĕнчи  Пăрачкав салинчи тĕп лапама парса хавхалантарнă.  

Урамсене тата кил-ҫуртсен таврашĕсене хăтлăлатассипе малти вырăна Патăрьел районĕнчи  Нижние Турмыши ялĕнчи Дружба урамĕ тивĕҫлĕ пулнă. Иккĕмĕш вырăна Канаш районĕнчи Сухайкасси ялĕнчи Мурываны урамĕ тивĕҫнĕ, виҫҫĕмĕш вырăна вара Йĕреҫ районĕнчи Йĕпреҫ поселокĕнчи Солнечный урамĕ тухнă.  

Нумай хваттерлĕ ҫуртсен таврашĕнчи илемлĕхпе малти вырăна Куславккасем, иккĕмĕшне - Ҫĕнĕ Шупашкарсем, виҫҫĕмĕшне - Вăрмарсем тивĕҫнĕ.

Ҫынсем харпăр хăй ҫурчĕсен таврашĕнчи илем кӳртнин номинацийĕнче Етĕрне районĕнчи  Семеновсен хуҫалăхĕ мала тухнă, иккĕмĕшне – Патăрьел районĕнчи Кадировсем хисепе тивĕҫнĕ, виҫҫĕмĕшне вара Каҫал ен районĕнчи Зарубинсен хуҫалăхĕ тивĕҫлĕ пулнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  ҫак конкурса кашни ҫул йĕркелесе ирттернине, ҫавна май халăх хушшинче хыпарсене вăхăтра илсе ҫитерме хушнă.  Енчен те ҫак ĕҫе ҫынсем ытларах хутшăнма кăмăл тусан, пирĕн тавралăх тата та илемлĕрех пуласси пирки пĕрре те иккĕленмĕпĕр тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Конкурс ҫĕнтерӳҫисене Ял хуҫалăх ĕҫченĕсен кунĕн уявĕнче торжествăлла майпа чысламаллине асăннă.

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем, ҫĕрпе ҫыхăннă ыйтусем тавра та анлăн канашланă. Пур ыйтусемпе те тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.   

 

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика