Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата синкерлĕ лару-тăрăва асăрхаттарас, сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвне ирттернĕ
21.10.2020Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата синкерлĕ лару-тăрăва асăрхаттарас, сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвне ирттернĕ

В Чувашии готовятся к эпидсезону гриппа и ОРВИЮпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата синкерлĕ лару-тăрăва асăрхаттарас, сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвне ирттернĕ.  Видеоконференцçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ ĕҫе республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – регионти шкулсене, медицина учрежденийĕсене грипп тата ОРВИ чирĕсене хирĕҫ кĕрешессипе профилактика ĕҫĕсене йĕркелеме хатĕрлесси.  Республикăри сиплев учрежденийĕсем чир-чĕрчен  сыхланас тĕлĕшпе кирлĕ пек медицина хатĕрĕсене ҫителĕклĕ таран йĕркелесе тăратнă.   Учрежденисенче дезинфекци тума ятарлă шĕвек те сахал мар   пуррине ҫирĕплетсе каланă ведомство ĕҫченĕсем.  

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертрӳҫи Надежда Луговская хăйĕн докладĕнче республикăра грипп тата ОРВИ чирĕсем анлă сарăлакан тапхăра мĕнле хатĕрленни пирки каласа кăтартнă. Ачасемпе çитĕннисене прививка тăвас ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă.

Шкул ачисем хушшинче кăшăлвирус амакĕпе аптракансем пачах та ҫук тесен те йăнăш мар, сайра хутра пĕр тĕслĕх тупăнма пултарать тенĕ вăл.

«Сиплев учрежденисенче, шкулсенче харăсах ушкăнпа чирлесе ӳкнĕ тĕслĕхсем пулман.   Апла пулсан, вăраха кайса шкул ачисене кану вăхăтне те куҫарма сăлтав ҫук», - тесе хушса каланă вăл. Сăмах май, грипран асăрханса профилактика ĕҫне йĕркелесе ирттермели пирки никамăн та манма юрамасть, вакцина республикăра ҫителĕклĕ, унпа пурин те усă курмалла.  

Кĕркуннехи канăва ачасене яриччен, вĕсене прививка тумаллине палăртнă Олег Николаев.

«Ачасене вакцина туни пĕлтерĕшлĕ, вĕсене чиртен упрать. Ку эрне вĕҫлениччен, палăртнă ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла.  Шăматкун сирĕнтен хурав кĕтетĕп», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствипе Сывлăх сыхлавĕн министерствин ертӳҫисене.

Паянхи ларура кăçал çуллахи шыва кĕмелли тапхăр мĕнле иртни пирки тĕплĕн пăхса тухнă. Инкексен шучĕ те, шывра путса вилнисен йышĕ те пĕлтĕрхинчен нумайрах пулнине палăртнă ларура, ҫав хушăрах çăлса хăварнă çынсен йышĕ те пысăкрах тенĕ. Инкек сăлтавĕсем çаксем: кану валли ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче шыва кĕни, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни, ачасем пĕве-кӳлĕ хĕрринче аслисемсĕрех пулни.  Кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăра мĕнле хатĕрленни ҫинчен те доклада итленĕ, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика