Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енри промышленноҫ предприятийĕсем ҫĕршыври нефтьпе газ тытăмĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ
28.06.2019Чăваш Енри промышленноҫ предприятийĕсем ҫĕршыври нефтьпе газ тытăмĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ

Чувашские предприятия продолжают тесное сотрудничество с нефтегазовой отраслью страны Ҫĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти электроаппарат заводĕнче пулнă, «Север» нефть тата газ тытăмĕ валли хатĕрленĕ мобильлĕ цифрăллă подстанцийĕн пĕрремĕш проекчĕн ĕҫĕпе паллашнă.

Тĕлĕнмелле чаплă проект, Раҫҫей Федерацийĕнчи нефтегаз тытăмĕнчи паллă ĕҫ.   

Ҫĕнĕ таварăн презентаци ĕҫне йышăну комиссийĕ хакланă,  «Газпромнефть» ПАО, «Ноябрьскэнергонефть» ТМЯО, «Гипротюменнефтегаз» ПАО заказчикĕсен представителĕсем, тавара хатĕрлесе кăларакан ăстаҫăсем, цифрăллă подстанцине йĕркеленĕ ĕҫсченсем пăхса тухнă.   

«ЧЭАЗ»  АО генеральнăй директорĕ Роман Никулин хăйĕн сăмахĕнче подстанцине хута яма юрать тесе пĕлтернĕ. Ҫĕнĕ хатĕр пысăк технологи витĕмлĕхĕпе ĕҫлет. Мĕнпур сигналсем пĕтĕмпех цифра ҫине куҫнă, аналог пачах та ҫук.

Роман Никулин Шупашкарти электроаппарат завочĕ тахҫантанпах «Газпромнефть» ПАО килĕшсе ĕҫленине, пĕр-пĕриншĕн тухăҫлă мероприятисем ирттернине хыпарланă.  Палăртмалла, завод тирпейлесе кăларакан таварсене  тĕнчери тĕрлĕ  ҫĕршывсенче те анлă усă курни куҫкĕретех.  

«АЭС халĕ пĕрре мар ҫĕклеҫҫĕ. Вĕсене валли те пысăк технологиллĕ хатĕрсене калăпласа кăларассишĕн тăрăшмалла», - тесе хушса каланă Роман Никулин хăйĕн сăмахĕнче.

«Цифрăллă экономика» наци проекчĕ. Ăна тĕпе хурса шăпах та,   пысăк технологисем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, цифрăллă хатĕрсем малти вырăна тухаҫҫĕ. Мĕнпур проектсем пĕтĕмпех наци проекчĕпе тӳр килни куҫкĕретех.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев специалистсене ҫав тери паха ĕҫленĕшĕн тав тунă, вĕсен ырă тĕслĕхĕ ыттисемшĕн лайăх тенĕ. Проект ĕҫне пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн, пысăк профессионалсене мухтанă.

«Ҫĕнĕлле ĕҫе пирĕн специалистсем пурнăҫланă. Ăсчахсен пĕлӳ шайĕ пысăк пулни курăнать. Йĕркелӳҫĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе ҫӳллĕ шайра пурнăҫа кĕртнĕ.  Чăваш Республикин территорийĕнче те сахал мар ĕҫленĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин импорта улăштарас текен ыйту туллин пурнăҫланать. Пирĕн тăрăхра ĕҫлекеннисем ют ҫĕршыврисенчен те лайăхрах таварсем тирпейлесе кăлараҫҫĕ, - тенĕ вăл.

«Газпром»  ПАО пĕтĕмпе паянхи куна  Чăваш Республикинчи  13 предприяти тачă ҫыхăнса ĕҫлет.

2018 ҫулта 7,3 млрд тенкĕлĕх тавар вĕсене валли тирпейленĕ. Паянхи пурнăҫ таппинче Чăваш Енри предприятисем тирпейлесе кăларакан таварсем урăх ниҫта та ҫук. Апла пулсан, ӳлĕмрен организацисем вăйлăрах та хăватланса пырасса шанса каланă Пуҫлăх.

 Аса илтеретпĕр,  «Газпром» ПАО йыхравланипе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ямал тăрăхĕнче пулнă.     

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика