Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пысăк хорпа «Акатуй» уявне пухăннисене ăшшăн саламланă
25.06.2019 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пысăк хорпа «Акатуй» уявне пухăннисене ăшшăн саламланă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев приветствовал участников Большого хора и VII Всечувашского праздника «Акатуй»Ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Ачасен хорне курма ҫитсе килнĕ. Мероприятине Республика кунне халалланă.

Паллă хор Раҫҫей тата Чăваш Ен гимне юрланă. Кунсăр пуҫне халăх валли ытти юрă-кĕвĕне те чылай шăрантарнă.   

Пысăк хора хутшăннисене Чăваш Республикин тĕп уявĕпе чи малтан регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланă. Сăмах май, ачасемпе пĕрле хăй те хавхаланса хăш-пĕр юрăсене шăрантарнă.  

Паллă кун Чăваш Енĕн тĕп хулинче – Шупашкарта мĕнпур чăвашсен «Акатуй» уявĕ иртнĕ. Чаплă уява ҫĕршыври 50 регионтан та ытла хаваслă ушкăнсем килсе ҫитнĕ.

Михаил Игнатьев хăнасене, пухăннă ентешсене уяв ячĕпе саламланă май, пурне те чаплă кăмăл-туйăм суннă, Чăваш Ене килнĕшĕн тав тунă.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, регионта йăла-йĕркене упраса, ламран-лама куҫарса пырас ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.  

«Кăҫалхипе ҫиччĕмĕш ҫул иртет уяв. Мĕнпур чăвашсене пĕр чăмăра пухать паллă пулăм. Раҫҫейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен чăвашсем хапăл тусах килсе ҫитнĕ пирĕн тăрăха», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Уяв пурсăмăра та ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ӳсĕмсемпе ĕҫлеме, пуҫаруллă ĕҫсем тума вăй-хал хушать, тăван ен, ҫĕршыв пуласлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлеме хистет тенĕ вăл.

Мероприятине пухăннă ҫынсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов саламланă, ырлăх-сывлăх, телей суннă.

«Акатуй» уявĕнче халăх юррисем ытарлăн шăранса тухнă. Чăвашсен апачĕпе – хуплупа кашни сăйланма пултарнă. Палăртмалла, пĕр уяв та чăвашсен ҫак ҫимĕҫсĕр иртмест,  30 метрлă 300 кг таякан хуплăва хăнасем ҫав тери кăмăлланă.

 Мероприятисем хаваслă иртнĕ, пурин кăмăлне те уҫса янă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика