Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Республикăри террора хирĕҫ кĕрешекен комиссийĕн тата оперативлă штабăн пĕрлехи канашлăвне ирттернĕ
23.04.2019Республикăри террора хирĕҫ кĕрешекен комиссийĕн тата оперативлă штабăн пĕрлехи канашлăвне ирттернĕ

Состоялось совместное заседание антитеррористической комиссии и оперативного штабаАка уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫей УФСБ Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуҫлăхĕ Игорь Кобыляченко республикăри террора хирĕҫ кĕрешекен комиссийĕн тата оперативлă штабăн пĕрлехи канашлăвне ирттернĕ.

Ĕҫе пухăннисем регионта массăллă мероприятисем ирттернĕ вăхăтра хăрушсăрлăх теми ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, уйрăмах ҫу уйăхĕнче пысăк уявсем ҫывхарса килнĕ май, ун чухне те самантлăха та ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă.  Ачасен ҫуллахи канăвĕ вăхăтĕнче те ыйту малти вырăнта пулмалла. Республикăра обществăлла политика енĕпе ҫыхăннă пулăмсенче те тимлĕхе ҫухатма юраманнине каланă.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче ыйтусене шăпах та, Мăнкун ҫывхарса килес умĕн тапратнине палăртнă. Паллă, ун чухне республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче массăллă мероприятисем иртеҫҫĕ. Влаҫра ĕҫлекенсен, мĕнпур службăсемпе пĕрле тухăҫлă килĕшсе ĕҫлемелле, пăтăрмахсем сиксе тухасран кулленех сыхă тăмаллине чĕнсе каланă вăл.

Республика хыснине тӳрлетӳсем кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, 1000 единица шлагбаумсем тата турникетсем туянма укҫа-тенкĕ уйăрма плана кĕртнине те асăннă Пуҫлăх.  Кăҫал пĕтĕмпе вăл ĕҫсене туллин пурнăҫласа пыма 213 млн тăкакланасси паллă.    

Инфратытăма ҫирĕп асăрхамалла, социаллă сферăри объектсене тĕрĕслесех тăмалла. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсен право хуралĕнче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнура пулмалла.  

Ачасен ҫулахи канăвĕн вăхăтĕнче мероприятисене комплекслă йĕркелесе пыма чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Специалистсен пĕлӳ шайĕ пысăк пулмалла, ятарлă хатĕрсем те ҫителĕклĕ тăмалла тенĕ вăл.

Республика Пуҫлăхĕ пурне те тимлĕ пулнăшăн мухтанă, мĕнпур ĕҫсене оперативлă майпа пурнăҫласа пынăшăн тав тунă.  

«Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерсе пыма мĕнпур службăсем хатĕррине шанатпăр», – тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика