Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев медицина пайĕнче тăрăшакансен анлă канашлу ĕҫне хутшăннă
13.03.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев медицина пайĕнче тăрăшакансен анлă канашлу ĕҫне хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в расширенном заседании коллегии Минздрава Чувашии Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев медицина пайĕнче тăрăшакансен анлă канашлу ĕҫне хутшăннă. Палăртнă мероприяти Республикăри клиника больницин диагностика центрĕнче иртнĕ.

Пухăннисем умĕнче тухса калаҫнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев медицинăра тăрăшакансене тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Обществăлла организацисен, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин пĕтĕмлетĕвĕсемпе хаклавĕ тăрăх, Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕн министерстви ҫĕршыври регионсем хушшинче чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыраканнисенчен пĕри шутланать. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, этем сывлăхĕ медицина пайĕнчен кăна килмест, халăхăн хăйĕн те сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă. «Вăраха каякан чирсем пирки хыпарсене граждансен вăхăтра пĕлсе тăмалла.  Сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнасси кулленхи ĕҫ пулмалла», —  тенĕ вăл.  Ҫак ĕҫсене тĕпе хурса, регионта Сывлăх профилĕ анлă пурнăҫа кĕнине асăннă сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев.  Регион аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки кĕскен чарăнса тăнă республика Пуҫлăхĕ. Калăпăр, 2018 ҫулта федераци центрĕнчен, субсиди мелĕпе куҫакан укҫа виҫи 2017 ҫулхинчен 23 процент пысăк пулать тесе пĕлтернĕ вăл. «Чăваш Республикине РФ Президенчĕ, РФ Правительстви шанать, эпир тухăҫлă ĕҫлеме пĕлнине ĕненет», — тенĕ вăл. РФ Правительстви Владимир Владимирович Путинăн пуҫаруллă йышăнăвĕсене туллин тивĕҫтерессишĕн тăрăшать, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартассишĕн ырми-канми вăй хурать.

Кăҫал  бюджетра ача сачĕсене хута яма 819,4 млн уйăрса хунă.  Республикăри сывлăх сыхлавне вăй илтерме 17 млрд 963 млн плана кĕртнĕ.  

Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ 2017—2018 –мĕш ҫулсенче 10 млрд кая мар.   «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă программăпа килĕшӳллĕн, 2018 ҫулта Шупашкар хулине 1 млрд 461 млн пăхса хăварнă. Шупашкарăн Мускав кĕперĕн строительство ĕҫне вĕҫлеме те сахал мар пулăшу куҫать.

«Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкак пайĕ 2018 ҫулта 58 млрд пулĕ. Пирĕн регионшăн калама ҫук пысăк ĕҫ. Укҫа-тенкĕ пĕтĕмпех халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхланма тăкакланĕ», тенĕ Михаил Игнатьев.  Ҫынсен пурăнас ĕмĕрне тăсасси, 76 ҫултан 80 ҫула ҫитерес ыйту та кун йĕркинчех тăмалла тенĕ Михаил Игнатьев, ҫак ыйтăва 2030-мĕш ҫул тĕлне пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тĕплĕ доклад тунă. Кадр, демографи ыйтăвĕсем малти вырăна тухса тăраҫҫĕ ҫак ведомствăшăн,  пĕр пухăннă пек чухне малашнехи тĕллевсем пирки те анлăн пăхса тухнă. Кăҫал  республикăра онкологи чирĕсемпе аптраса вилекенсен йышĕ пуҫласа 8 процента ҫити чакнă. 2018 ҫулта ядерлă медицина центрне хута яма плана кĕртсе хăварнă.  Ҫулсем ҫинче инкекре ҫынсен пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнин кăтартăвĕ сахалланнă, 2016 ҫулхинчен 18,8 процент пĕчĕк пулни курăнать. Пепкесем вилнĕ тĕслĕхсем регионта пачах та ҫук тесен те йăнăш мар, ку енĕпе РФ субъекчĕсем хушшинче республика 2-мĕш вырăнта. 

Юлашки 3 ҫул хушшинче регионта 11 объект уҫнă. Сиплев учрежденийĕсене пĕтĕмпех тенĕ пек тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесе ирттернĕ. Кулленех республикăра ФАПсем уҫаҫҫĕ.

2017 ҫулта РФ Президенчĕн резерв фондĕнчен 26,5 млн региона уйăрнă. Вăл укҫапа республикăри Ача-пăча клиникине тĕпрен ҫĕнетнĕ тата та палăртса хунă ĕҫсем чылай. 2018 ҫултан пуҫласа медицина кашни ҫынна валли ҫĕнĕ проект  республикăра пурнăҫа кĕрĕ. 

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн анлă коллегийĕнче ҫавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Енĕн ОНФ регионти штабĕн председателĕн ҫумĕ Елена Доманова, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн ҫумĕнчи Общество канашĕн председателĕ Валентина Теллина, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн ҫумĕнчи Пациентсен канашĕн представителĕ Геннадий Матвеев хутшăннă.   

Коллегийĕн ларăвĕн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сиплев пайĕнче тăрăшакансене пуласлăх валли перспективлă плансем йышăнма сĕннĕ. Республика Правительстви сывлăх сыхлавĕнче ĕҫлекенсен ĕҫ укҫин шайне хăпартса пырассипе малашне те тĕллевлĕн ĕҫлеме палăртса хунине каланă, анчах та медицинăра вăй хуракансен ҫакна лайăх ăнланмалла, шалу укҫине ӳсессе кăна пăхса лармалла мар, халăхăн сывлăхне упраса хăварассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕ пысăк пулмалли ҫинчен никамăн та манмалла мар тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

Ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене канашлура патшалăх наградисене парса чысланă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика