Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Раҫҫей студенчĕсен парачĕ иртнĕ
17.09.2018Раҫҫей студенчĕсен парачĕ иртнĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поприветствовал участников Парада российского студенчестваАвăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раҫҫей студенчĕсен парачĕ иртнĕ. Ку студент пурнăçĕ пуçланнине пĕлтерет, çапла майпа 1-мĕш курсра вĕренме тытăннисене хăйсен ретне йышăнаççĕ.  Кунашкал парада Раççейĕпех йĕркеленĕ. Телекĕпер мелĕпе ытти хуласенче вăл мĕнле иртнине курма пулнă. Кăçал çĕршывра студентсен йышне 350 пин çамрăк хутшăннă. Телекĕперпе çыхăнса Раççекйри 47 хула пĕр-пĕрне саламланă. 

Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Алена Аршинова, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов хутшăннă.  

Хĕрлĕ тӳремре Шупашкарта аслă шкулсенче ăс пухакан 3 пин ытла студент палăртнă мероприятине хутшăнма кăмăл тунă.    Яш-кĕрĕм умĕнче тухса калаҫнă май, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫамрăклăх – чи асамлă та лайăх, студент пулнă чухне кăсăклă самантсем чылай иртнине аса илсе хăварнă, яланах шухă, хастар ҫӳренине те палăртнă. Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне пурĕ 63 пин студент килнĕ, вĕсенчен 15 пин ытла ҫын пĕрремĕш курсра вĕренекенсем. «Креативлă, пуҫаруллă, мал ĕмĕтлĕ хальхи студентсем. Сирĕнте юратнă Раҫҫейĕн, Чăваш Енĕн пуласлăхĕ»,  – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, аслă шкулсенче ĕҫлекенсене пурне те мухтаса тав тунă.

Студентсене ҫак кун И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн советникĕ Владимир Иванов саламланă.   Студентсем республика пурнӑҫне хастар хутшӑнни савӑнтарать тенĕ вăл. Ҫамрӑксен  ыркӑмӑллӑх юхӑмӗ аталанать. Паян регионти волонтерсен йышӗнче яш-кĕрĕм хаваспах кĕрет.   Доброволецсем пӗ­тӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри акцисене хутшӑнаҫҫӗ, спортӑн тата культурӑн пы­сӑк  мероприятийӗсене ирттерме пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Енре Ҫамрӑксен правительстви ăнăҫлă ĕҫлет. «Хӑвӑр ума уҫӑ тата пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем лартса малалла ҫирӗппӗн утӑмлӑр, эсир пирӗн Тӑван ҫӗршыва тата та вӑйлӑрах, лайӑхрах тума пултарасса ӗненетпĕр», – тенĕ ертӳҫĕсем. Пурне те пӗтӗм чун-чӗререн ҫирӗп сыв­лӑх, вӑй-хал, вӗренӳре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата телей суннă.

Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ. Аслă шкулсенче вĕренекен студентсем хăнасене хаваслă юрă-ташă парнеленĕ.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика