Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулин бюджетне çирĕплетессипе çыхăннă ыйтупа ирттернĕ канашлăва ерсе пынă
06.11.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулин бюджетне çирĕплетессипе çыхăннă ыйтупа ирттернĕ канашлăва ерсе пынă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел совещание с руководством города Алатыря по вопросам формирования местного бюджета Чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче пулнă,  муниципалитетăн 2020 çулхи бюджетне çирĕплетессипе çыхăннă ыйтупа ирттернĕ канашлăва хутшăннă.  Канашлăва пухăннисем хулан социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне тишкернĕ. Ертӳҫĕсем пуласлăхри тĕллевсем пирки те канашланă.  Хула администрацийĕн  бюджетăн харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырассишĕн тимлĕрех ĕҫлемеллине чĕнсе каланă канашлăва пухăннисем.

Палăртнă тăрăх, Улатăр хули юлашки ҫулсенче регион бюджетĕнчен чылай укҫа тивĕҫнĕ. 2018 ҫулта  кăтарту 366,0 млн ҫитнĕ, 2019 ҫулта 546,8 млн, апла пулсан виҫе 1,5 хут пысăкрах пулни курăнать. Хула финанс тĕлĕшĕнчен чылай пулăшăва тивĕҫнĕ, маларахри ҫултан 2,1 хут нумайрах.     

Муниципалитетри вак тата вăтам бизнесра тăрăшакансем  виҫĕ ҫул хушшинче   патшалăх тĕревне пĕтĕмпе 111,6 млн илнĕ.

2019 ҫулта республика хыснинчен ҫӳлерех асăннă тĕллевпе 45 млн куҫарса панă.  Пур-пĕрех асăннă сферăра тимлекенсен ĕҫ укҫи шайĕ республикăри вăтам кăтартуран сахалтарах пулнине палăртнă ертӳҫĕсем.   

Ҫурт-йĕр, ЖКХ аталантарма виҫĕ ҫул хушшинче хулана 243,5 млн уйăрнă.  Чăваш Республикин Правительстви Улатăр хулин администрацине парăмсене саплаштарма укҫа парса пулăшнă. Ҫутҫанталăк газĕпе усă курнăшăн муниципалитетăн хăй вăхăтĕнче парăмсем пуҫтарăннă пулнă.  

2017-2019-мĕш ҫулсенче хула хутлăхне хăтлăлантарма  51,6 млн уйăрнă.  Ҫуртсем таврашĕнчи ҫулсене юсаса сарнă, обществăлла территорисене те чылай юсанă. Ачасене вылямалли ятарлă лапамсем хута янă, вĕсен шучĕ 7 ҫитнĕ. Кунсăр пуҫне икĕ парк йĕркеленĕ.    

2017-2019-мĕш ҫулсенче ҫул-йĕрсене тирпейлесе сарма хулана 195,3 млн тăкакланă.

Виҫĕ ҫул хушшинче культура тытăмне вăй илсе аталанма 14,7 млн уйăрнă. Хулари Культура ҫуртне модернизациленĕ ытти социаллă объектсене те тирпейлесе ҫĕнетнĕ.

Вĕренӳ пайне лайăхлатса пырассипе те сахал мар тăрăшнă хула. Виҫĕ ҫул хушшинче пурĕ муниципалитета 103,5 млн тăкаклама пăхса хăварнă. 2019 ҫулта -  57,7 млн, вăл шутран ача сачĕсен 10 ҫуртĕнче шăпăрлансене апатлантармалли уйрăмсенче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хатĕрсене вырнаҫтарнă. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле ыйтăва туллин тивĕҫтерме чĕнсе каланă вырăнти ертӳлĕхе  регион Пуҫлăхĕ.    

Халăха социаллă пулăшу пама 2019 ҫулта - 200,4 млн пăхса хăварнă. ЖКХа пайне - 57,8 млн. Апла пулсан, хулара пурăнакансенчен кашни виҫҫĕмĕш ҫынни патшалăх тĕревĕпе усă курни куҫкĕретех.  

2019 ҫулта Улатăр хулине 81 млн инвестици хывнă.  Кăтарту сахал мар, виҫĕ хут та нумайтарах маларахри ҫултан.  

«Ӳлĕмрен те республика хыснинчен тĕрев куҫĕ. Ҫул-йĕрсене сарма, тавралăха тирпей-илем кĕртме тата ытти направленисене те вăй илтерме укҫа-тенкĕ пăхса хăварăпăр», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Канашлура бюджетпа ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă ертӳҫĕсем.  Налук ыйтăвĕсене хускатнă, «сăрă» схемăсемпе ĕҫлекенсене ҫийĕнчех тупса палăртмалли пирки калаҫнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2019 ҫулта 9 уйăх хушшинче Улатăр хулин суту-илӳ ҫаврăнăшĕ ӳснине каланă, пур-пĕрех муниципалитетăн кăтартăвĕсем республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех тесе сăмаха ҫавăрса каланă.  

Вырăнти бюджета тултарассипе тимлĕрех ĕҫлеме чĕнсе каланă регион Ертӳҫи. Уҫă калаҫусем вăхăтĕнче хускатнă халăх ыйтăвĕсем ҫине вăхăта вăраха тăсмасăрах хуравĕсене пама хушнă Пуҫлăх сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика