Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвне хутшăннă
27.10.2017Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвне хутшăннă

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвне хутшăннă. Депутатсен Пухăвне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов йĕркелесе ертсе пынă.  

Сесси ĕҫне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи, вăлах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи Чăваш Ен Пуҫлăхĕн  полномочиллĕ представителĕ Юрий Васильев, Чăваш Республикинчи Аслă суд Председателĕ Анатолий Петров, Чăваш Республикин Арбитражнăй судăн Председателĕ Олег Бойко, республикăн ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем, федераци службисен Чăваш Республикинчи уйрăмĕсен пуҫлăхĕсем, регионти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳҫисем,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи экспертсен канашĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ҫумĕнчи Ҫамрăксен обществăлла палатăн представителĕсем тата та ытти нумай официаллă ҫынсем пухăннă.   

Сесси ĕҫне пуҫличчен, чи малтан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе йышăннă Указа ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварни пирки ырă хыпара каласа кăтартнă.  Критерисене улăштарнă май, Чăваш Ен малашне федераци хыснинчен пулăшăва тивĕҫесси паллă. Апла пулсан, ҫемьере виҫҫĕмĕш е малалли ачасем ҫуралнăшăн 2018-мĕш ҫултан пуҫласа укҫан пулăшăва тивĕҫĕҫ.  

Палăртса хăвармалла, 2016 ҫулта Чăваш Республикинчи демографи лару-тăрăвĕн кăтартăвĕ Раҫҫейри вăтам кăтартуран чылай пысăк пулнине кура, пулăшăва федераци бюджетĕнчен тивĕҫтермеллине пăрахăҫланă. «Пулăшу пама пăрахнишĕн республикăри влаҫри ҫынсем пăшăрханнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Указри критерисене ҫĕнетме пĕр хутчен ҫеҫ мар ыйту тăратнă пулнă.  Унăн шухăшĕпе килĕшни куҫкĕретех. Паян регионти халăх ҫакăншăн питĕ хĕпĕртет. Малашне нумай ачаллă ҫемьесем уйăхсерен пулăшăва илме пуҫлĕҫ», - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те сахал мар ыйту ҫĕкленĕ, РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев патне ыйтупа тухнă. Ҫĕршывра демографи лару-тăрăвĕ ҫивĕчленсех пырать.  РФ Президенчĕ Правительство членĕсемпе сахал мар кун пирки сӳтсе явнă тесе пĕлтернĕ Валерий Филимонов.

Республикăри Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Чăваш Республикин бюджечĕн 2018-мĕш ҫулшăн, планпа пăхса хăварнă 2019 тата 2020-мĕш ҫулсем валли йышăннă тĕп документа тĕплĕн тишкернине пĕлтернĕ Председатель.  Документа 2017 ҫулта чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче халăх умĕнче итлеме палăртса хунă.

Парламент Спикерĕ юпа уйăхĕн 14-18-мĕш кунĕсенче Санкт-Петербургра депутатсен пĕрлешĕвĕн Ассамблейĕн ĕҫне хутшăннине пĕлтернĕ.

Ку хутĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ саккунсен проекчĕсене тĕплĕн пăхса тухса тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика