Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Сусăр ачасем пур ҫемйесене транспорт налукĕнчен хăтарма йышăннă Чăваш Енре
11.12.2019Сусăр ачасем пур ҫемйесене транспорт налукĕнчен хăтарма йышăннă Чăваш Енре

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларăва пухăннисем Чăваш Республикин уйрăм саккунĕсен акчĕсене ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварассипе йышăннă проектсене тишкерсе тухнă.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче енчен те ҫемйесенче сусăр ачасем пур пулсан, вĕсен транспортшăн налук тӳлемелле маррине, саккунпа килĕшӳллĕн хăтарма майсем пуррине асăннă.   Кун пирки пуҫарăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев тăратнине, унăн шухăшне «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн членĕсем хапăл тусах ырланине пĕлтернĕ ведомство ертӳҫи.   

«Чи малтан ҫăмăллăхсем тӳрремĕнех инвалидсем валли пулĕҫ.  Сахал мар Чăваш Енре ҫемйесем, сусăрсене усрава, опекуна илнисем. Мĕнпур ятарлă служба ĕҫченĕсемпе пĕрле пăхса тухнă хыҫҫăн, регионта пурĕ 5 пин ытла ҫемйене  шута илнĕ. Кашни иккĕмĕш ҫемье машина тытать.  Тепре чухне сусăрсене шкула, сиплев учрежденийĕсене тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене илсе ҫитермелле.  Налуксем пирки ыйтăва эпир Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев патне тăратрăмăр. Вăл тӳрех пирĕн сĕнĕве ырларĕ», - тесе хыпарланă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕ Юрий Кислов.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче, кун пек налук пирки ҫăмăллăха  Атăлҫи федераци округĕнче тăватă субъектра ҫеҫ йышăннине асăннă.  

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем ҫитес ҫуллăха валли йышăннă республика бюджечĕ пирки те ыйтăва тарăн пăхса туха тишкернĕ, ăна пурнăҫлассипе ҫыхăннă мероприятисем пирки чарăнса тăнă.     

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика