Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев COVID-19 лару-тăрăвĕ вăхăтĕнче бизнеса пулăшу памалли майсем ҫинчен калакан указ хатӗрлеме хушнă
08.04.2020Олег Николаев COVID-19 лару-тăрăвĕ вăхăтĕнче бизнеса пулăшу памалли майсем ҫинчен калакан указ хатӗрлеме хушнă

Олег Николаев распорядился подготовить указ о мерах поддержки бизнеса в условиях борьбы с COVID-19Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республика Правительствин ларӑвне уҫнӑ май, пӗчӗк тата вӑтам бизнес субъекчӗсене пулӑшу памалли мерӑсем пирки ятарлă службăна указ хатӗрлеме хушнă.

"Иртнӗ эрнере экономикӑпа социаллӑ ҫирӗплӗхе тивӗҫтермелли комплекслӑ план йышăннă. Указпа предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне хавхалантармалли ятарлӑ мерӑсем ҫирӗплетме сӗнетӗп, ҫав шутра налуксемпе те ҫăмăллăхсем пулмалла,  вӗсене пирĕн Чӑваш Республикинче ҫывӑх вӑхӑтра пурнӑҫламалла", - тенӗ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Палӑртса хӑварар, иртнӗ эрнере Олег Николаев видеоконференци режимӗнче республикӑри предприятисен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ. Вăл тĕрлĕ ыйтусене уҫăмлатнă.

Ӗнер суту-илӳ центрӗсен хуҫисемпе канашлу пулса иртнӗ,  патшалăх енчен куҫакан  тĕревсем пирки сӳтсе явнă.

Ыран, ака уйăхĕн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан «тӳрĕ лини» кăларăм вăхăтĕнче вак тата вăтам  бизнеса пулăшу памалли мерăсем пирки ыйтусене хуравлать.  Коронавирус лару-тăрăвĕ пирки те сӳтсе явĕҫ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика