Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
09.05.2018«Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă ҫĕнĕ Указа пурнăҫа кĕртме Чăваш Республики хатĕр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин ҫĕнĕ указ алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Унта Раҫҫей аталанăвĕн 2024-мĕш ҫулчченхи приоритетлă наци тĕллевĕсене палăртса хăварнă.  

Ĕҫ хутĕнче пурĕ 17 ыйту йышăннă. Вĕсем: наукăпа техника аталанăвĕ, РФ социаллă пурнăҫĕпе экономика хăвачĕ, халăх йышне ӳстересси, граждансен пурнăҫ условийĕн шайне хăпартасси,  ҫынсене хăйсене тĕллĕн аталанса пыма кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварасси тата ытти те.

Раҫҫей Правительствине 2024-мĕш ҫулччен палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртме чĕнсе каланă. Халăхăн пурăнас ĕмĕрĕ 78 ҫултан та иртесси, ҫынсен ҫураласлăхĕн кăтартăвĕ пысăкланасси, чухăннисен йышне 2 хут ытла чакарасси,  граждансен пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма витĕм кӳресси, ҫĕнĕ технологисене тĕпе хурса ĕҫлекен организацисен шутне ӳстересси те кун йĕркинчех. Кунсăр пуҫне пирĕн ҫĕршывăн  тĕнчере малта пыракан пиллĕк пысăк экономика шутĕнче тăрасси.  Макроэкономикăна хăватлантарасси, пысăк технологиллĕ производствăна вăй илтересси те ҫивĕч тăрать. Тĕнче шайĕнче пирĕн ҫĕршыв вĕренӳ пахалăхĕпе малта пыракан 10 ҫĕршыв шутĕнче пулмалла тесе тĕллев лартать Раҫҫей Президенчĕ. Приоритетлă наукăпа тĕпчев пайĕсенче те малта пыракан пиллĕк ҫĕршыв шутĕнче тăмалла пирĕн Раҫҫейĕн тет вăл. Сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳ, цифрăллă экономика, экологи, строительство, ĕҫ тухăҫлăхне хăпартса пырасси, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне ӳстересси ыйтусемпе те кулленех ĕҫлесе пымаллине асăннă.

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регион РФ Президенчĕ палăртнă приоритетлă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма хатĕр тенĕ. «Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă тĕп ыйтусемпе ĕҫлеме, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма Чăваш Республикин мĕнпур условисем ҫителĕклĕ.  Пирĕн пуҫаруллă проектсем те сахал мар», ҫирĕплетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пуҫласа Чăваш Енре халăхăн пурăнас ҫулĕ вăрăмланнă, кăтарту 72 ҫултан та иртсе кайнă. Ку ытти регионсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ.  Нумай ҫулсем хушши пирĕн регионта тепĕр ырă пулăм асăрханă, пĕчĕк пепкесем пурнăҫран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пачах та ҫук тесен те йăнăш мар. РФ субъекчĕсем хушшинче палăртнă кăтартупа иккĕмĕш вырăнта тăрать Чăваш Республики.

Паянхи пурнăҫ таппинче кашни ҫын сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыни куҫкĕретех, 2017-мĕш ҫул кăтартăвĕсене пăхас пулсан 41,8 процента ҫитнĕ. РФ ытти субъекчĕсем хушшинче пирĕн республика малта пыраканнисен йышĕнче. Спорт енĕпе йĕркелесе ирттернĕ чи лайăх мероприяти тупса палăртас енĕпе пуҫарнă конкурсра Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ виҫҫĕмĕш вырăна тухнă пĕлтĕр.  Юлашки вунă ҫул хушшинче спорт инфратытăмне ҫĕнетессипе сахал мар тăкакланнă, кăтарту 6 млрд та иртсе кайнă.  Ҫĕршывра пирĕн регион спорт учрежденийĕсене ятарлă хатĕрсемпе тивĕҫтернин кăтартăвĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ, кулленех спорт сооруженийĕсем хута каяҫҫĕ.

Владимир Путин аякра вырнаҫнă ялсенче те медицина учрежденийĕсем пулмаллине асăнса хăварнă. Халăхăн пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе усă курмаллине чĕнсе каланă. Пирĕн республикăра ФАПсем ҫулран ҫул ӳссех пыраҫҫĕ, вĕсен шучĕ сахал мар. Пĕчĕк ялсенче пурăнакансем те ҫак хăтлă условисемпе усă курса савăнни куҫкĕретех.  Пирĕн регионти кашни 4-мĕш ФАПа тĕпрен ҫĕнетсе ҫитернĕ. 2020-мĕш ҫул тĕлне кашни 3-мĕш сиплев учрежденине юсама плана кĕртнĕ.  

Раҫҫей Президенчĕ экологи ыйтăвĕ пирки те чарăнса тăнă. Ку енĕпе пирĕн тăрăхра йăлари хытă каяшсене пуҫтарса тирпейлеме ятарлă вырăн та хатĕрленĕ, объект курăмлă, чăн-чăн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ Раҫҫей шайĕнче. Ҫут ҫанталăка упрасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ Чăваш Республикишĕн.  Экологи хăрушсăрлăхĕпе халăха тивĕҫтересси кун йĕркинче. 2015-мĕш ҫултан пуҫласа пирĕн республика экологи ыйтăвĕн ырă кăтартăвĕпе малта пыракан вунă субъект хушшинче. 2017-мĕш ҫулта Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Республики ҫак асăннă ыйтупа пĕрремĕш пулни пурсăмăра та хавхалантарать. Усал ҫӳп-ҫапсене пухса тирпейлеме май паракан объектсене кăҫал та тепĕр ҫул та регионта ҫĕклесе лартма тĕллев лартнă.

РФ Президенчĕ Владимир Путин граждансене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтересси те кун йĕркинче тăмаллине калать. Сахал тупăшлă ҫемьесене ку енĕпе витĕм кӳме тăрăшма чĕнет.  Хваттерсем илме сахал тупăшлисене кредита 8 процентран та пĕчĕкрех виҫепе тивĕҫтерсен те питĕ меллĕ пулнă пулĕччĕ тет вăл.

«Строительство пайĕнче тăрăшакансемшĕн Чăваш Республикинче ҫав тери лайăх условисем йĕркеленнĕ. 2010-мĕш ҫултан пуҫласа объектсене хăпартса лартма пурĕ 2 пин га ҫĕр лаптăкне тирпейлесе уйăрса панă. Паянхи куна ҫак виҫерен 40 проценчĕпе ҫеҫ строительсем усă курнă ытти хальлĕхе пушă выртать-ха.    Пирĕн тĕп тĕллев – ҫынсене валли тата та лайăхрах хваттерсем туса парасси», – уйрăмăн палăртса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

  Владимир Путин агропромышленноҫ ыйтăвĕсем пирки те тăтăшах чарăнса тăрать, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕҫлеме паха  специалистсене те ҫителĕклĕ хатĕрлесси кун йĕркинче тăмаллине асăнать.  

Чăваш Республикинче кам та кам ял хуҫалăхне аталантарассипе ĕҫлес тет вĕсене валли ҫав тери лайăх условисем йĕркеленнĕ. Пирĕн тăрăхран тирпейленсе тухакан таварсене ют ҫĕршывсем те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. «АККОНД», «Вурнарский мясокомбинат», «Ядринмолоко», «Букет Чувашии», агрофирма «Ольдеевская», «Чувашхлебопродукт», «Чувашпотребсоюз» предприятийĕсен таварĕсем тĕнчере анлă сарăлнă. Вĕсем пĕр хуччен ҫеҫ мар таварсен пахалăх шайĕ пысăк пулнине кăтартса пама пултарнă. Чăваш Республикин экономикăри ытти енсемпе те ҫитĕнӳсем ҫук мар.  «Халăх пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлни куҫкĕретех. Пĕрлешсе ĕҫлеме пĕлекен команда тухăҫлăха ӳстерессишĕн ҫине тăрсах тăрăшать.  Ҫĕршыв ертӳлĕхĕ лартнă тĕллевсене регионта пурăнакан халăх пурнăҫа кĕртме хатĕр», тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика