Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Коммуналлă технологисем» ТМЯО килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне пăрахăҫлани, тахҫантанпах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса пама пулăшать», – тенĕ Михаил Игнатьев
16.04.2018«Коммуналлă технологисем» ТМЯО килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне пăрахăҫлани, тахҫантанпах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса пама пулăшать», – тенĕ Михаил Игнатьев

 Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе планерка ирттернĕ.  Ĕҫе пухăннисем Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн йышăнăвĕ пирки чарăнса тăнă, «Коммуналлă технологисем» ТМЯО Шупашкар хулипе пĕрле килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне пăрахăҫлани ҫинчен сăмахланă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тиимофеева хăйĕн сăмахĕнче предприятине арендăшăн пухăнса кайнă парăмсене парса татма суд хушнине палăртнă.   Йышăну саккунлă майпа вăя кĕрсен, муниципалитетăн пурлăхĕсемпе усă курнăшăн предприятирен укҫа-тенкĕне шыраса илмелли ҫул-йĕрсем тупмаллине асăннă Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ.

Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков малашне муниципалитет пурлăхĕпе усă курма палăртнă икĕ пай пирки чарăнса тăнă. Конкурс ирттерсе сутма пулать е тата ăшăпа тивĕҫтермелли тытăма «Водоканал» АО управление пĕтĕмпех куҫарма май килĕ тенĕ.

Михаил Игнатьев кун пек йышăнусем тунă вăхăтра, халăха ăшăпа тивĕҫтермелли пирки манмалла мар, кăлтăксем туса пама юрамасть тесе асăрхаттарнă. «Патшалăх енчен ҫирĕп йышăну тунă. Пирĕн республикăн тата хулан интересĕсене хӳтĕлемелле.  Суд йышăнăвĕ пурнăҫа кĕресси паллă, анчах та пире хирĕҫ ĕҫлекенсем ытти инстанцисене те ĕҫ хучĕсене тăратма пултарĕҫ.  Пирĕн яланах хурав пама хатĕр пулмалла. Пуҫламăшĕ пур, вăл тата ҫитменнине япăх та мар. 11 ҫул иртнĕ хыҫҫăн, тинех йышăну пулчĕ, айăплисем явап тытĕҫ. Тахҫантанпах пуҫтарăнса кайнă йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва  пуҫласа вырăнтан хускатрăмăр», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика