Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтӗлемелли кун Чăваш Енре Пĕрремĕш каналăн ыр кăмăллăх акцине ирттерме сĕннĕ
08.02.2019Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтӗлемелли кун Чăваш Енре Пĕрремĕш каналăн ыр кăмăллăх акцине ирттерме сĕннĕ

В Международный день защиты детей в Чувашии предложили провести благотворительную акцию Первого каналаНарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Первый канал»  Раҫҫей телерадиокомпанийĕн генеральнăй директорĕн советникĕпе Александр Ильинпа тата «Музыка Первого»  телеканалăн продюсерĕпе Борис Хлудневпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем Шупашкарта «Стань Первым!» ыр кăмăллăх акцине ирттересси пирки канашланă.

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун кашни ҫул ҫак акцине йĕркелесе ирттернине палăртнă хăнасем. Ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕрремĕш канал РФ пĕр-пĕр регионта пулать.  Федераци шайĕнче ачалăх тата амăшĕ ыйтусене хускатать, тĕрев парассишĕн ĕҫлет.  Ачасен ыйтăвĕсене татса парассипе ҫыхăннă паха тĕслĕхсене Раҫҫей шайĕнче эфира кăларса халăх патне илсе ҫитерет.  

150 ҫынран тăракан пысăк ушкăн: журналистсем, артистсем, спортсменсем, культура ĕҫченĕсем тĕрлĕ учрежденисенче пулаҫҫĕ, ачасемпе тарăнрах паллашаҫҫĕ, вĕсене кăштах та пулин хавхалантарас тесе парнесем парса чыслаҫҫĕ.   

Программа яланхиллех пысăк концерт кăтартса панипе вĕҫленет. Уява хутшăнакан артистсем сусăр ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, тăлăха юлнисене пысăк тимлĕх уйăрса вĕсен чĕрисене ҫемҫетме тăрăшаҫҫĕ.

Кун йышши мероприятисене Мускавра, Хусанта, Пензăра, Уфара, Крымра тата ытти хуласенче анлă ирттернĕ. Тӳлевсĕр Гала-концерта ҫӳлерех асăннисем хаваспах ҫӳреҫҫĕ.  

Михаил Игнатьев хăнасен шухăшĕпе килĕшнĕ. Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫак мероприятине уяв программине кĕртсе хăварсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

Уҫă калҫăва палăртнă кун республика Пуҫлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика