Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Ҫĕмĕрле районĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев активпа пĕрле муниципалитет пĕрлешĕвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ
02.08.2018Ҫĕмĕрле районĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев активпа пĕрле муниципалитет пĕрлешĕвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

В Шумерлинском районе при участии Главы Чувашии Михаила Игнатьева подведены итоги развития за I полугодие  Ҫурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ҫĕмĕрле районĕнче ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе анлă канашлу ĕҫне муниципалитетри активпа пĕрле республикăран килнĕ ертӳҫĕсем те пухăннă. Вĕсен шутĕнче: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Леонид Лукинпа Сергей Мельников, Патшалăх ветеринари службин регионти тĕп инспекторĕ Сергей Скворцов, Раҫҫей Пенси фончĕн Ҫĕмĕрлери уйрăмĕн пуҫлăхĕ Сергей Николаев хутшăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ канашлăва уҫнă май, Раҫҫей Президенчĕ В.В.Путин 2024-мĕш ҫулччен стратегиллĕ аталанса пымалли пирки палăртакан Указ алă пусса ҫирĕплетнине палăртнă.  Ĕҫ хутĕнчи тĕп ыйтусем халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатасси пулнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Наци проектне хатĕрлессипе ҫĕршыв Правительстви тĕплĕн хатĕрленнине хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Тĕп тĕллевсем – демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, халăхăн пурăнас ĕмĕрне вăрăмлатасси – кăтартăва 2030-мĕш ҫул тĕлне 80 ҫула ҫитересси, граждансен тупăш пайне ӳстересси.  Экономика ҫирĕп аталантăр тесен приоритетлă ыйтусемпе тĕплĕ ĕҫлесе пыни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла вакланă май.  Регионсем мĕнпур программăсене хутшăнма хатĕр пулнине асăннă Михаил Игнатьев.  Ҫав вăхăтрах муниципалитет пĕлтерĕшлĕ программăсемпе вырăнти актива хăюллăрах ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă вăл.  Енчен те ҫитменлĕхсем тупса палăртсан, ҫийĕнчех пĕтерме хушнă, республика программисене кĕрсе юлма каланă.

Район ыйтнă мĕнпур ыйтусене туллин татса панине пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ.  Республика хыснинчен муниципалитет пĕрлешĕвне пĕтĕмпе кăҫал 162 млн 900 пин тенкĕ куҫарма палăртса хунă.  Вĕсенчен вара 56 млн вĕрентӳ пайне куҫасси те паллă.  Кăҫал халăхăн ĕҫ укҫине те пысăклатма плана кĕртсе хăварнă. Кăтартăва 117 процента илсе ҫитерессине каланă.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Лев Рафинов тĕплĕ доклад тунă. Вăл бюджет, демографи, ял хуҫалăхĕпе сывлăх сыхлавĕ ҫинчен тарăн чарăнса тăнă.

2018 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн бюджечĕ 82 млн 623 пинпе танлашнă. Планпа пăхса хăварнинчен 42,7 процент пулать. Вĕсенчен муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ 14 млн 42 пинпе танлашать. Районта налук пухассипе активлă ĕҫлеҫҫĕ. Сăмаха май, республика Пуҫлăхĕ аренда шучĕпе пурлăхсемпе усă куракан предприятисемпе организацисен укҫана вăхăтра куҫарса памаллине асăрхаттарса хăварнă вырăнти ертӳлĕхе.

Район администрацийĕн пуҫлăхĕ экономикăна тĕрев параканни ял хуҫалăх пайĕ тесе асăннă. 2018 ҫулта ял хуҫалăх таварне 138,02 млн тирпейленĕ. Кăтарту сахал мар, пĕлтĕрхинчен ытларах пулни куҫкĕретех.

Районта ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансем федераци тата республика хыснисенчен патшалăх тĕревне 2,4 млн илнĕ.   

Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче усă курăнмасăр выртакан 5907 га ҫĕр лаптăкне шута илнĕ. Вĕсенчен кăҫал 2365 га ĕҫлеттерсе яма план тунине хыпарланă вырăнти ертӳҫĕ.  «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО кĕрхи культурăсене акса хăварма 175 га ҫĕр лаптăкне сухаласа хăварнă.

Район администрацийĕ инвесторсене явăҫтарассипе тăрăшать.  Муниципалитетра «ПромСтройИнжиниринг»  ТМЯО усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕ 2231 га йышăнать, унпа тĕллевлĕн усă курсан питĕ вырăнлă пулĕччĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   

Аграри тытăмĕнче вăй хуракансем тирпейлесе кăларнă тавара вырнаҫтарма районта 2 кооператив йĕркеленĕ. Вĕсем ял тăрăхĕсенче активлă ĕҫленине халăх та ҫирĕплетет. Ӳлĕмрен харпăр хăй хуҫалăхĕнче ҫĕрпе ĕҫлекенсене кооперативпа пĕрлештересшĕн, ун чухне тен конкурссенче тупăшса мала тухсан грант тивĕҫме меллĕрех те пулĕ теҫҫĕ специалистсем. Пулăшу куҫсан вара пурлăхпа техника базине пуянлатма аван, сĕте пысăк хакпа тӳрех тирпейлесе кăларакан заводсене илсе ҫитерме пулĕ тенĕ вĕсем сăмаха май.  

Район администрацийĕн пуҫлăхĕ ял поселенийĕсенче ял хуҫалăх пайĕ валли уйăрнă ҫĕрсемпе тĕллевлĕ ĕҫлесен тупăш илме аван тенĕ. «Ҫĕрсене регистрацилемелле, усă курăнмасăр выртакан ҫĕр пайĕсене те шута илсе ĕҫлеттермелле», чĕнсе каланă ял тăрăхĕсен пуҫлăхĕсене район администрацийĕн ертӳҫи.   

Кăҫал халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене район 13 тăратнă, калăпăшĕ 9,8 млн танлашать. Вĕсенчен 1,34 млн халăх хăй ирĕкĕпе пуҫтарнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Проектсенчен ытларах пайĕ путăк-ҫурăклă ҫулсене саплаштарма тăкакланнине хыпарланă вăл. Ялсенче ҫак ыйтăвăн пĕлтерĕшĕ ҫав тери пысăк. Ҫакнах район администрацийĕ те ҫирĕплетсе каланă.

Икĕ ҫул хушшинче район 10 ҫухрăм ҫулсем сарма плана кĕртнĕ.  Ҫитес ҫул валли те проектсене активлăрах хатĕрлесе тăратма хушнă ял халăхне.

Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫулта района 66,4 млн инвестици хывнă, пĕлтĕрхинчен кăштах пысăкрах. Кăтарту 101,4 процента ҫитнĕ. Инвестициллĕ 4 проектпа ĕҫленĕ, вĕсене валли 233,9 млн тăкакланă, ҫĕнĕ 6 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

Пурĕ Ҫĕмĕрле районĕнче 41 предприятине шута илнĕ.  Вĕсене 6,7 млн патшалăх пулăшăвне парса тивĕҫтернĕ.  

Районта ĕҫлесе пурăнакансен вăтам ĕҫ укҫи 20 078, 50 тенкĕпе танлашать. Паллă, 2017-мĕш ҫулхинчен пысăк. Кăтарту 17,3 процент хăпарнă. Ĕҫсĕр халăх тесе  районта 20 ҫынна шута илнĕ.

Калаҫăва пĕтĕмлетсе ҫапларах каланă Лев Рафинов: «Республика Пуҫлăхĕ муниципаллă программăсене ĕҫлеттерме сахал мар тĕрев парать. Проектсем кулленех планпа килĕшӳллĕн пурнăҫланаҫҫĕ. Патшалăх енчен хушма пулăшу вăхăтра куҫса пырать. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланни никамшăн та вăрттăнлăх мар, социаллă объектсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ, инфратытăм тĕпрен ҫĕнелнĕ», тенĕ. Пуриншĕн те республика Ертӳҫине мухтаса тав сăмахĕсем каланă район администрацийĕн пуҫлăхĕ.  

 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика