Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сывлăх сыхлавĕн министерствин, Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин, Спорт министерствин ĕçтешĕсемпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕнче алă пуснă указĕсене пурнăçа кĕртессипе йĕркеленĕ ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă
23.05.2017Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сывлăх сыхлавĕн министерствин, Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин, Спорт министерствин ĕçтешĕсемпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕнче алă пуснă указĕсене пурнăçа кĕртессипе йĕркеленĕ ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă

 Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сывлăх сыхлавĕн министерствин, Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин, Спорт министерствин ĕçтешĕсемпе  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕнче алă пуснă указĕсене пурнăçа кĕртессипе йĕркеленĕ ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă.  

Чи малтан Михаил Игнатьев çĕршыв Ертӳçин сăмахĕсене аса илсе хăварнă. Çу уйăхĕнчи указсене пурнăçа кĕртсе, граждансен тĕрлĕ сферăри ыйтăвĕсене, сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳпе культура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсене сахал мар татса пама май килнине палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Калăпăр, республикăра халăха пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе йышăннă программа туллин пурнăçланать.  «Ача сачĕсене пачах та черет çук.  Шкул çулне çитмен шăпăрлансене 78 процента çити ача пахчисене вырнаçтарнă. Бюджет пайĕнче ĕçлекенсен шалу укçин виçине хăпартса пынă. Пĕлтĕрхи кăтартăва 2015 çулхипе танлаштарас пулсан вăтамран шалу виçи 3,6 процент хăпарнă,  2011-мĕш çулхипе илес пулсан 1,9 хут ӳсни никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тенĕ вăл.  

Граждансене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе регионта Нумай функциллĕ центрсем хута янă. Пĕтĕмпе регионта 29 центр ĕçлет, вĕсенче 250 «пĕр чӳрече» мелĕпе çынсене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтереççĕ.  Чи пахи вара - республикăра пурăнакансенчен 94 проценчĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене çак меслетсемпе усă курни.   

Граждансен сывлăхне упраса хăварассипе те сахал мар ĕçсем тунă. Çынсен пурăнас ĕмĕрĕ вăрăмланнă, нумай ачаллă çемьесен йышĕ ӳснĕ. «Пысăк çитĕнӳсем, пурнăç ырă енне улшăнса пыни – пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕçлесе пынине кура пулса пыраççĕ.  Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса килĕшсе ĕçлесе пыни те пĕлтерĕшлĕ.   Республикăра Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕ ытти обществăлла организацисем ăнăçлă ĕçлесе пыни те аван», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Раççей Президенчĕ 2030-мĕш çулччен экономика хăрушсăрлăхĕ пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетнине палăртнă. Çĕршывра обшество-политика лару-тăрăвне тăнăçлă тытса пырас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма тĕллев лартнă.  Социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарма, халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерме палăртса хунă.  

Тата та пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри – Раççей Федерацийĕн Правительстви 2017-мĕш çул валли йышăннă федераци хыснине çĕнĕлĕхсемпе тӳрлетӳсем кĕртсе хăварни.   Кăçалхи çул тăватă уйăх хушшинче çĕршывăн бюджечĕ пĕлтĕрхи бюджетпа танлаштарсан, 22 процент чухлĕ ӳснĕ.  РФ Правительстви 13 миллиард хушма укçа-тенкĕне çĕршыври чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан субъектсене куçарса пама тĕллев лартнă. «Федераци хыснинчен кĕрекен хушма укçа-тенкĕпе пирĕн тухăçлă усă курнине пурне те кăтартса пама пĕлмелле», - тенĕ вăл.   

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусемпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ  Владимир Викторов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене  вăхăтлăх пурнăçлакан Эльвира Матренина тĕплĕн отчетсем тунă.   

Владимир Викторов министр хăйĕн сăмахĕнче вĕсен ĕçтешĕсен тĕп кăтартăвĕ - халăх нумай çулсем хушши сывă пурăнни тесе çирĕпĕн каланă. Вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ нумайланса пыни пурсăмăра та хавхалантарать тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. 100 çултан иртсе пурăнакансем сахал мар регионта.  Юлашки пиллĕк çул хушшинче çак кăтарту икĕ хут та ытларах ӳснĕ.  Арçынсем юлашки вăхăтра нумай пурăнни те пысăк кăтарту.   Вăрах чире пула вилекенсем те чакса пыни республикăра куçкĕретех,  Атăлçи федераци округĕнче çак кăтарту самай пĕчĕк.

Çулсем çинче пулнă инкексенче çынсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем чакни аван.  Регионта пĕчĕк пепкесем куçне хупнă тĕслĕхсем, пурнăçран уйрăлса кайнисем пачах та çук тесен те йăнăш мар, çак кăтарту юлашки пиллĕк çул хушшинче 40 процентпа çити чакнă. «Ырă кăтартусем – пĕтĕмпех медицина пулăшăвĕсем пысăк пахалăхлă пулнине çирĕплетсе параççĕ, халăха вăхăтра тĕрлĕ медицина пулăшăвне илсе çитернине çирĕплетеççĕ.  Пысăк технологиллĕ медицина вăй илсе пырать», - тенĕ министр сăмаха малалла тăсса. 

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ тема вăл – ача çураласлăх. «1990-мĕш çулсенчи пăтăрмахсене пула, кăтарту паян кăштах улшăнса пыни сисĕнет.  Кун пек аванах мар лару-тăру тепĕр 8-10 çулсем хушши те пулма пултарĕ.  Паян çавăнпа та ытларах ЭКО теми çав тери актуаллă», - тенĕ Владимир Викторов.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, ялсенче медицинăра ĕçлекен специалистсем çителĕксĕр пулни пирки чарăнса тăнă. Ялсенче çынсене тата та лайăхрах медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтермелли çинчен сăмах пуçарнă.    

Вĕрентӳ пайĕнче ырă ылмашусем тăвас тесе, çу уйăхĕнче кăларнă указсене тĕпе хурса Чăваш Енре кашни çул вăтамран 15 миллиард тенкĕ уйăрса хăварнă.  Çакă республика хыснин пĕрре виççĕмĕш пайĕ шутланать тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев.   

Чи пысăк çитĕнӳсенчен пĕри – халăх регионта ача сачĕсем çителĕклĕ пулнипе кăмăллă пулни. Шкул çулне çитмен ачасене пурне те тенĕ пекех ача сачĕсене вырнаçтарнă. Юлашки 5 çул хушшинче пĕтĕмпе 45 ача садне çĕнĕрен хăпартса лартнă ыттисене тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттернĕ.  22 пин те 200 хушма вырăн ачасем валли йĕркеленĕ.  Кăçал тата та тăватă ача садне хута яма тĕллев лартнă.  Пурĕ 2020-мĕш çул тĕлне тепĕр 11 ача пахчи çĕклесе лартма палăртса хунă.   Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе республикăра шкул çулне çитмен ачасемпе çыхăннă ыйтусене татса пама  пĕтĕмпе 5 çул хушшинче 5 миллиард тенкĕ ытла укçа  тăкакланă.  Инвестици хывнине кура, республикăра инфратытăм ырă енне улшăнса пыни пурсăмăра та пурăнма хавхалантарать.  Шкулти спорт залсене пĕтĕмпех тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, 8 çĕнĕ шкул хăпартса лартнă. Сахал мар шкулсенче тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕ.  Çитес тапхăра тата та 31 шкула çĕнетме палăртса хунă.  Регионта пĕтĕмпе 70 шкулта тĕпрен юсав ĕçне ирттернĕ.   Республикăра наукăпа техника, инженери пайне пысăк тимлĕх уйăраççĕ.  Пуçаруллă çамрăксен проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма май паракан ятарлă центрсем хута янă.  Ача-пăчасем валли «Кванториум» технопарк уçнă.  

Экономика валли пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлессипе те курăмлă ĕçлеççĕ республикăра. Ĕç професси çине тимлĕх уйăрни пĕлтерĕшлĕ.  Вĕсене валли те ятарлă центрсем хута янă. «Çамрăк профессионалсем» (Ворлдскиллс Россия)  наци чемпионачĕсенче паха опытсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.  Федерацин патшалăх вĕрентӳсен çĕнĕ стандарчĕсем вăй илеççĕ. Вĕсемпе ĕçлеме регионсем хушшинчи ятарлă пысăк центрсем хута янă.  «Ачасене çамрăксене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе тăратас ыйту çине пысăк тимлĕх малалла та уйăрмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Кадрсен ыйтăвĕсем те кун йĕркинче пулнă.  Педагогика тытăмĕнче ытларах çамрăксене явăçтармаллине, ăста вĕрентекенсене тĕрлĕ пулăшусемпе хавхалантармаллине, тĕрлĕ çĕнĕ программăсене пурнăçа кĕртсе пымаллине асăннă ертӳçĕсем.

Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Эльвира Матренина хăйĕн докладĕнче спорта çӳрекенсен йышĕ çулран çул ӳссе пынине пĕлтернĕ.  Халăх ытларах та ытларах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине палăртнă. 2012 çултан пуçласа вĕсен шучĕ 4 пин ытла ӳснине каланă, массăллă спорт вăй илсе пырать тенĕ.

2014 çултан пуçласа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев указĕпе килĕшӳллĕн, регионта Сывлăх кунне çирĕплетнĕ.  Ун чухне кашни çын тӳлевсĕр хăйсен сывлăхне çирĕплетме тĕрлĕ спорт учрежденийĕсене кайма пултарнине тепĕр хут палăртса хăварнă.  Çамрăксем спорта явăçнине кура, ял тăрăхĕсенче спорт инфратытăмне çĕнетсе пынă.  Пĕр сăмаха палăртсан, хулара та ялта та условисем спорта çӳреме пур. Юлашки çулсенче регионта  50 спорт объектне çĕклесе лартнă. Куллен спорта çӳрекенсен йышне 2020 çулсем тĕлне регионта 40 процента çитни  çитерме тĕллев лартнă. «ГТО комплексне çĕнĕрен чĕртсе яни те халăха спорта явăçтарма самай пулăшрĕ. Малашне тата та кăтартусем пысăк пулассине шанатпăр», - тенĕ Эльвира Матренина.

Чăваш Республикинчи Тĕрĕслевпе шутлав палатин Председателĕ Светлана Аристова йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинчен чарăнса тăнă.   Çу уйăхĕнчи указсене пурнăçа кĕртсе ĕçленĕ ĕçсене тĕрĕслев витĕр кăларнине палăртнă.  Бюджет укçисене «çулсен карттисемпе» пăхса хăварнă ĕçсенче пурнăçа кĕртсе пынине асăннă. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, мĕнпур ыйтусем кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине асăннă.    Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче шалу укçисем  пирки те сахал мар тĕрĕслев пулнине пĕлтернĕ.  «Ытларах чухне нормативлă право ĕç хучĕсене пăхăнса ăнланса пыманнине кура йăнăшсем пулаççĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нормативлă ĕç хучĕсене çирĕп пăхăнса пымаллине, вĕсене пăсма юраманнине асăрхаттарнă.  Финанс тĕлĕшĕнчен пăтăрмахсем пулма юраманнине чĕнсе каланă. «Финанс яваплăхĕ вăл яланах пулнă пулать те. Кун пирки ертӳçĕсен манма юрамасть.  Патшалăх енчен çак палăртнă ыйтусене яланах тĕрĕсленĕ, малалла та тĕрĕслĕпĕр», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина ытларах финанс ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Çу уйăхĕнче кăларнă указсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе республика хыснинчен мĕн чухлĕ тăкакланни çинчен каласа кăтартнă.  Министр пĕлтернĕ тăрăх, 2012-2016-мĕш çулсенче пурĕ 24 млрд ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.  Кăçал 29,8 млрд пăхса хăварнине асăннă.   

Анлă канашлăвăн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ĕç тăвакан влаç органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тăрăшакансене, тĕрлĕ шайри депутатсене хăйсене шанса панă ĕçсене пĕтĕмпех яваплăха туйса тĕплĕн пурнăçлама чĕнсе каланă.  Халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерме, республикăра социаллă пурнăçăн тăнăçлăхне, обществăра хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме ырми-канми тăрăшса  çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каланă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика