Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Республикăн пĕрлештернĕ бюджетне епле тултарни ҫинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче анлăн пăхса тухнă
08.11.2017Республикăн пĕрлештернĕ бюджетне епле тултарни ҫинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче анлăн пăхса тухнă

2017 ҫулта 9 уйăхра республикăн пĕрлештернĕ бюджетне епле тултарни ҫинчен паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче анлăн пăхса тухнă. Яланхиллех ларăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче ҫак ҫӳлерех асăннă тапхăрта республика бюджечĕн тупăш пайĕ 31,7 млрд танлашнине, кăтартăва 2016 ҫулхипе пăхсан 107,7 процента ҫитнине палăртнă.   

Республика хыснин тăкаксен пайĕ 28,6 млрд танлашать, 2016 ҫулхипе пăхас пулсан, вăл 110,3 процент пулать.  Республика бюджечĕн профицит пайĕ 3 млрд ҫитнĕ.  Республика хăй ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫе вăхăтра тата туллин тивĕҫтетет.

Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче 2017 ҫулта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне епле пурнăҫласа пынипе тĕплĕн паллаштарнă.

Регионăн харпăр хăй тупăш пайĕ республика бюджетне 21,9 млрд тенкĕлĕх кĕнĕ. Кăтарту 2016-мĕш ҫулхинчен чылай пысăк, вăл 4,5 процент хăпарни сисĕнет. Кăҫал 10 уйăх хушшинче каялла тавăрса памалли мар укҫа республика бюджетне 14 млрд кĕнĕ.  Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан, 12,4 процент пысăк пулни пурсăмăра та ĕҫлеме хавхалантарать.

Республика бюджечĕн тăкак пайĕ 31,6 млрд ҫитнĕ, пĕлтĕрхипе пăхас пулсан 109,3 процентпа танлашать.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тепре чухне республика хыснин тупăш пайне ӳстерме, предпринимательсем хăйсем патĕнче тăрăшакансене шалу укҫине конвертпа тивĕҫтерни те чăрмав кӳнине асăннă.  

Светлана Енилина ку енĕпе кулленех специалистсем ĕҫленине палăртнă, анчах та ҫителĕксĕр тесе асăнса хăварнă. Ҫак ĕҫре Чăваш Ен Ĕҫлев министерствипе Прокуратура тытăмĕнче вăй хуракансен ҫивĕчрех ĕҫе кӳлĕнмеллине каланă.

Чăваш Республикин ĕҫлев министрĕ Сергей Димитриев тĕрĕслевсем йĕркеленĕ хыҫҫăн, йĕрке пăсакансене 80 процента яхăн тупса палăртнине пĕлтернĕ.  Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле кăтартăва ӳстерме тĕллев лартнине палăртнă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регионта пурăнакансем валли пĕр пек пурăнмалли условисем йĕркелесе тăратассишăн пурин те ҫине тăрса тăрăшмалла тенĕ.  Пулса тухать тепре чухне ҫакăн пек, пĕрисем налуксене вăхăтра тӳлесе пыраҫҫĕ, теприсем вара пачах та тӳлеменни куҫкĕретех тесе сăмаха малалла тăснă вăл. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика