Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев Мускавра командировкӑра ĕҫлĕ визитпа пулать
17.03.2020Олег Николаев Мускавра командировкӑра ĕҫлĕ визитпа пулать

Пуш уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулать, тĕлпулусем ирттерет, канашлусене хутшăнать.  

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Олег Алексеевич ирхи апатлану мелĕпе йĕркеленĕ ĕҫлĕ канашлăва хутшăнать, вӑл Marriot Royal Aurora иртет. Мероприяти тӗп тӗллевӗ - бизнеспа регионти влаҫ органӗсен тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑвне йĕркелесси, регионсен инвестици майӗсене палӑртасси. Мероприятие йӗркелекенӗ - Менеджерсен Ассоциацийӗ - никама пӑхӑнман общество организацийӗ.

Паян Олег Алексеевич ҫавăн пекех "Россельхозбанк" АО Правленийĕн Председателĕпе Борис Листовпа тĕлпулу ирттерме палăртнă. Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче ҫăмăллăх условийĕсемпе республикăри аграри тытăмне кредитсемпе тивĕҫтересси пирки ыйтăва сӳтсе явĕҫ.   

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика