Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
05.12.2018«Çулталăк çемйи» конкурс ҫĕнтерӳҫисене хаваслă лару-тăрура чысланă

В Чувашии подвели итоги ежегодного республиканского конкурса «Семья года»Паян И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх университетĕнче Культура керменĕнче «Çулталăк çемйи» конкурс ҫĕнтерӳҫисене хаваслă лару-тăрура чысланă.

Савăнăҫлă пулăма пухăннисене саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа килсе ҫитнĕ.  Мероприяти пуҫланиччен сумлă хăнасем уява пынă ҫемьесемпе курса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, Чăваш Республикин социаллă пулăшу паракан пайĕсем хатĕрлесе тăратнă  социаллă проектсен курав ĕҫĕсене пăхса тухнă.

Уява Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Лариса Арсентьева уҫнă. Сăмах май, конкурс Чăваш Енре 2004-мĕш ҫултан ĕҫлеме пуҫланнине хыпарланă. Ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ ҫулсерен ӳссе пырать тенĕ вăл ентешсене саламланă май. 20042018-мĕш ҫулсенче  пурĕ 2,5 пин ҫемье хутшăннă. Кăҫал палăртса хăвармалла, 156 мăшăр хутшăнма кăмăл тунă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев савăнăҫлă мероприятине пухăннисене саламланă май, паянхи пурнăҫ таппинче ҫемье тĕрекĕ, йăла-йĕрке, кăмăл-туйăм ыйтăвĕсем питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине палăртнă.  Нумай нациллĕ Раҫҫейпе Чăваш Енĕн культурине шăпах та ҫемьесем тытса пынине, упранине асăннă вăл.  

Сирĕн ҫине пăхсан, тӳрех Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин каланă сăмахсем аса килчĕҫ, туслă килĕштерсе пурăнакан ҫемьере Раҫҫейшĕн тивĕҫлĕ ҫынсем ӳсеҫҫĕ тенĕ сăмахсем чăнласан та вырăнлă тенĕ Ертӳҫĕ. Ҫемье династине тытса пыни те аван, вĕсем паха ĕҫ опытне ыттисене кăтартса пыраҫҫĕ.  Сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнма, пултаруллăха аталантарма витĕм кӳреҫҫĕ тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисем тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнччĕр тесе мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшаҫҫĕ, усăллă канашсем парса пĕр-пĕрне хисеплеме, аслисене итлеме, тăван тăрăха, ҫĕршыва юратма вĕрентсе пыраҫҫĕ. Республика Правительстви ҫемьесем ҫине пысăк тимлĕх уйăрать. Ҫулсерен ҫав тери паха мероприятисем йĕркеленеҫҫĕ, патшалăх пулăшăвне вăхăтра парса тивĕҫтереҫҫĕ.  Кашни ҫул тенĕ пек 8 млрд укҫа пăхса хăвараҫҫĕ бюджетра. Федераци центрĕнчен сахал мар тĕрев куҫать. Чи лайăххи - амăшĕн капиталĕ программа 2021-мĕш ҫулччен тăсăлни тенĕ Чăваш Ен Ертӳҫи.    Каласа хăвармалла, нумай ачаллă ҫемьесем амăшĕн капиталне 453 пин тенкĕ илеҫҫĕ. 2007-мĕш ҫултан пуҫласа вăл сертификата пурĕ Чăваш Енри 86 пин ҫемье тивĕҫнĕ.  Ҫынсем ытларах пулăшăва ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама тăкаклаҫҫĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ регионта паянхи куна пурĕ нумай ачаллă 12,6 пине яхăн ҫемье пурăнать тесе пĕлтернĕ. Кăтарту сахал мар, 6 ҫул каяллипе танлаштарсан 52,8 процент чухлĕ пысăк пулни куҫкĕрет тенĕ вăл сăмаха тăсса.

 Ҫемье институтне ҫирӗплетессине, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассине патшалӑхӑн социаллӑ пурнӑҫпа эконо­мика политикин тӗп ҫул-йӗрӗ тата Раҫҫее малалла кал-кал аталантармалли чи кирлӗ услови тесе йышӑннӑ. Чӑваш Енре со­ци­аллӑ пурнӑҫ, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗренӳ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви сферисенче ҫемьесене пулӑшу парас, вӗсене со­­циаллӑ хӳтлӗх кӳрессине вӑйлатас, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхлас тӗллевсемпе йышӑннӑ патшалӑх программисем ӑнӑҫлӑ ӗҫ­леҫҫӗ. Влаҫ органӗсемпе бизнес тата общественноҫ ҫемье йӑли-йӗркине анлӑрах сарас, туслӑ та ҫирӗп ҫемье хаклӑхӗсене ти­вӗҫлӗн сыхласа упрас енӗпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫлени ҫӗршывӑ­мӑр ырлӑхне ҫирӗплетсе пыма пулӑшасса шанса тӑратӑп тенĕ Михаил Игнатьев саламра. Пурне те пӗтӗм чунтан пысӑк телей, юрату, ӑнла­нупа ҫураҫу­лӑх, ӑнӑҫу тата тулӑх пурнӑҫ суннă. Салама вара ваттисен сăмахĕпе вĕҫленĕ: «Нумай та пĕтĕ, сахал та çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ?»  тенĕ Пуҫлăх.

Львовсен, Озяковсен тата Никоноровсен ҫемйисем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвĕпе алла ҫыхмалли сехете тивĕҫнĕ.

Конкурс ҫĕнтерӳҫи – Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Ананьевсен туслă ҫемьи. Вĕсем ултă ача пăхса ҫитĕнтереҫҫĕ.

Уява пухăннисене ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Альбина Егорова ăшшăн саламланă. «Ачасене мĕнле ура ҫине тăратмаллине питĕ лайăх пĕлетĕр эсир.  Сахал мар вăй хумалла, вĕсемшĕн шухăшламалла.  Ачасен пĕрремĕш ҫитĕнĕвĕсене те эсир малтан куратăр, вĕсене  хавхалантаратăр.  Тавах сире пурне те», – тенĕ вăл. Каҫал енри Павловсен ҫемйине яваплăха туйса пурăннăшăн тав тунă, Ҫĕмĕрле районĕнчи Толстовсен ҫемйине вара спортпа туслă пулнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, ыттисене кая хăварса мала тухнăшăн ырланă.  

Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Алевтина Федорова «Туслă ҫемье» номинацире мала тухнă  Яблоковсене тата «Пултаруллă ҫемье» номинаци ҫĕнтерӳҫине Васильевсене саламланă. Конкурс ҫĕнтерӳҫисене палăртма ҫав тери кăткăс пулнине асăннă, кашни ҫемье хăйне евĕр паха, сумлă тенĕ председатель. Республика ырă та ĕҫчен, туслă та юратуллă ҫемьесемпе мăнаҫланать тенĕ вăл. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ ҫемье» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов Раҫҫейре мӑшӑрсен юратӑвӗпе шанчӑклӑхӗ мӗн авалтан пысӑк хисепре, вӗсем пурнӑҫӑн тӗп тӗрекӗсем, ҫемье вара  ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен, наципе культура йӑли-йӗр­кин управҫи шутланаҫҫĕ тенĕ. «Ĕҫчен ҫемье» номинацире мала тухнă Элĕк районĕнче пурăнакан Александровсене мухтанă. Мероприятине пухăннисене ыттисем те чун-чĕререн ăшшăн саламланă, пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе пурăнакан ҫемьесем пуриншĕн те ырă тĕслĕх тенĕ, Сергей Горохов диакон тата Николай Мазиков протоиерей сăмахсене ҫирĕплетсе, турăпа пĕрле килĕшсе пурăнма, чун хавалне пуянлатма пил панă.  

Паллă пулăм уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика