Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Республикăн 2035 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн вăрахлăх прогнозĕпе килĕшӳллĕн регионăн таварсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1,7 хут ӳсесси паллă
11.09.2019Республикăн 2035 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн вăрахлăх прогнозĕпе килĕшӳллĕн регионăн таварсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1,7 хут ӳсесси паллă

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Ларăва пухăннисене экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов республикăн 2035 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн вăрахлăх прогнозĕпе паллаштарнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Павел Иванов ĕҫ хутне пĕр-пĕр вариант пек хатĕрленине асăннă.

Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансемшĕн, экспертсемшĕн тата ытти специалистсемшĕн палăртакан ĕҫ хучĕ тĕпе хурса пымалли вариант пуласса каланă республика Пуҫлăхĕ. Проектсемпе  программăсемпе ĕҫлекенсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пуласси куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха тăсса.

«Паллă, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн прогнозне ҫав тери тĕрĕсех пăхса тухса йышăнса хăварма май ҫук. Пур-пĕрех республикăри программăсене, муниципалитетсенчи проектсене шута илмелле, вĕсемпе ытларах ĕҫлемелле», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

Палăртса хунă тăрăх, ҫакă курăнать 2035 ҫулсем тĕлне регионти таварсен ҫаврăнăшĕ 870,2 млрд таран ӳсмелле. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшне 2035 ҫул тĕлне 87 млрд ҫитерсен лайăх пулнă пулĕччĕ тенĕ. Пирĕн ҫулсерен республика хыснин харпăр хăй тупăш пайĕ хăпарса пырать, кăтарту 10 процента ҫити ӳссех пырать. Ҫитĕнӳсене чакарма юраманнине чĕнсе каланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.

Асăннă тапхăр тĕлне валли республика экономикин тĕп пайне хăватлантарма тĕллев лартнă. Промышленноҫ производствин калăпăшĕ 2018 ҫулхи кăтартуран икĕ хут та ытларах пулмалла.   

Наци проекчĕсемпе тĕллевлĕн ĕҫлесе пынине кура, пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем те ӳссех пырĕҫ, кăтарту ку енĕпе 2,1 хут пысăкланасси куҫкĕретех. Таварсене экспорта куҫарассипе те республика лайăх ĕҫлет, ӳлĕмрен те кăтартусене пысăклатса пыма хăватлă  проектсене пурнăҫа кĕртмелле.  Инвестици хывассипе сахал мар ĕҫлемелле, 2035 ҫул тĕлне унăн калăпăшĕ 250 млрд ҫитмелле. Апла  пулсан, каллех кăтартусем 2,1 хут пысăкланасси курăнать.

Пурăнмалли ҫурт-йĕрсене хăпартассипе те кăтартусене лайăхлатмалла, хальхинчен 1,7 хут нумайрах пулмалла. Ял хуҫалăх таварĕсене ӳстермелле, кăтартăва 1,7 хут хăпартмалла тесе йышăннă ĕҫ хутĕнче.

Экономика вăй илсе пырсан, социаллă ыйтусене те татса пыма аван. Халăхăн ĕҫ укҫи пысăкланасси те куҫкĕретех. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пымалла.  Палăртса хунă тăрăх, вăтам ĕҫ укҫин виҫи  28,9 пин тенкĕрен 88 пине ҫитмелле, 2035 ҫул тĕлне вара 2018 ҫулхипе танлаштарсан 3,3 хут нумайтарах пулмалла.  Прогноза 2020–2022-мĕш ҫулсем валли хатĕрленĕ бюджет проектне тĕпе хурса пăхса хăварнă. Малаллахисене вара ҫĕнĕллĕхсем кĕртсе пырĕҫ, вăл шутрах Чăваш Ене 2024-мĕш ҫулччен пысăк хăвăртлăхпа аталантармалли планăн витĕмлĕхĕ те пулĕ.     

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика