Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӳк уйăхĕнче иртекен чи паллă мероприятисем пирки канашланă паянхи планеркăра
19.11.2018Чӳк уйăхĕнче иртекен чи паллă мероприятисем пирки канашланă паянхи планеркăра

Кашни эрнере ирттерекен планеркăра паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе  «Ăнăҫлă бизнес практики тата стратегийĕ» регионсем хушшинчи XIV-мĕш форума йӗркелесе ирттерессипе, Пĕтĕм тӗнчери М.Д. Михайлов ячĕллĕ XXVIII-мĕш опера фестивальне ирттерме хатĕрленессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тата  ытти ыйтӑва тĕплĕн сӳтсе явнă. Фестивале кăçал СССР халăх артисчĕ Максим Михайлов çуралнăранпа — 125, Итали композиторĕ Джакомо Пуччини кун ҫути курнăранпа 160 çул çитнине халалланă.

  «Ăнăҫлă бизнес практики тата стратегийĕ»  регионсем хушшинчи форум чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртет, ăна  наци вулавăшĕнче йĕркелеме палӑртнӑ.   Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – пахалăх ҫине тимлĕрех пӑхма вĕренесси.  

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова мероприятине 200 ҫын ытла хутшăнма кăмăл тунине пӗлтернӗ.  Раҫҫейри тĕрлĕ регионтан экспертсемпе ытти специалистсем килсе ҫитессе хыпарланă, аслă шкулсенчен те представительсем пулассине каланă вăл.   Яланхиллех хисепе тивĕҫнисене, тĕрлĕ конкурссен ҫĕнтерӳҫисене хаваслă лару-тăрура чыслассине палăртнă ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. 

Раҫҫей Федерацийĕн Центросоюз канашĕн анлă ларăвĕ чӳк уйăхĕн 22–23-мĕш кунĕсенче иртет.  Республикăри Потребительсен обществисен пĕрлешĕвĕн канашӗн председателĕ Валерий Павлов хăйĕн сăмахĕнче РФ регионĕсенчен чылай хăна килсе ҫитессине палӑртнӑ. Официаллă ҫынсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма пултарĕҫ тесе сăмаха тăснă ертӳҫĕ.

Хăнасем чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Енри потребительсен кооперацийĕн ĕҫĕпе паллашӗҫ.   Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти кооператив институтĕнче пленарлӑ канашлу иртет, тĕрлĕ куравсем пулĕҫ. 

М.Д. Михайлов ячĕллĕ XXVIII–мĕш опера фестивалĕ Чăваш патшалăх Оперăпа балет театрĕнче чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртет. Унӑн программипе Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Анатолий Тимофеев паллаштарнă.

Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Дж. Пуччини ҫырнă «Мадам Баттерфляй» оперăн премьери пулать. Ăна Новосибирскран килнĕ Александр Лебедев режиссер лартнă. Чи-Чио-Сан партине Чăваш патшалăх Оперăпа балет театрĕн солисчĕсем Елена Соколовăпа Татьяна Тойбахтина юрлаççĕ. «Мадам Батерфляй» спектакльти ташăсене Мускавран килнĕ балетмейстер Василий Лукьяненко лартнă.

Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче М.Д. Михайлов юратакан халăх юррисем янăрĕҫ, вырăс кĕввисем те куракансен кăмăлне ҫĕклĕҫ.  Программăна классикăсăр пуçне, М. Михайлов репертуарĕнчи халăх юррисене кĕртнĕ. Концерта Мускаври тĕрлĕ театрта ĕçлекен юрăçсем хăйсен хитре сассисемпе илем кӳрĕç.

Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Г. Доницетти лартнă «Дон Паскуале» опера пулать.

Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Итали юрăҫисем куракансене хăйсен юрри-кĕввине «тыткăна» илĕҫ. Чăваш Ене Италирен виçĕ дирижер килсе ҫитĕ. Вĕсем «Дон Паскуале» тата «Отелло» оперăсене ертсе пырĕç. Паллă дирижер Массимо Теста «Севильский цирюльник» оперăпа пĕрле тухĕ. Сăмах май, ку оперӑна куракансем ытларах кăмăллаççĕ, ăна курма тĕрлĕ регионтан та килӗҫ.

Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Дж. Россини лартнă «Севильский цирюльник»  опера пулать.

 Фестиваль раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче вĕҫленет, ҫак кунах гала-концерт  пулать. Унта та сумлă артистсем хутшăнĕç, «Дирижерсен парачĕ» те куракана тĕлĕнтерĕ.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн   Председателĕ Иван Моторин мероприятине ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă, уйрăмах тивӗҫлӗ министерствăсен яваплăха ҫухатма юраманнине асăрхаттарнă.

Чӳк уйăхĕнче иртекен чи паллă мероприятисем пирки канашланă паянхи планеркăра.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика