Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  ПМЭФ-2019: Экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «ҫавра сĕтел» мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫăва хутшăннă
07.06.2019 ПМЭФ-2019: Экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «ҫавра сĕтел» мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫăва хутшăннă

ПМЭФ-2019: Михаил Игнатьев принял участие в работе круглого стола «Национальные цели развития: главные вопросы по итогам первого года работы»Ҫĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Питĕрте экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «ҫавра сĕтел» мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫăва хутшăннă. Наци тĕллевĕсен аталанăвĕпе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ,  пĕрремĕш ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă.  

Мероприятине РФ Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ – финанс Министрĕ Антон Силуанов, РФ Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Татьяна Голикова,  РФ Федераци Канашĕн вице-спикерĕ Евгений Бушмин, РАНХиГС ректорĕ Владимир Мау хутшăннă. Тĕп канашлу ĕҫне ертсе пыраканĕ РФ Патшалăх Думинче бюджет тата налук ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Андрей Макаров пулнă.   

Наци тĕллевĕсене пурнăҫлассипе ҫулталăк ытла ĕнтĕ тăрмашаҫҫĕ регионсем. РФ Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ыйтăвĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе кашни ырми-канми вăй хурать. Наци проекчĕсене хатĕрлесе тăратнă. Канашлăва пухăннисем кăҫалхи ҫур ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн пăхса тухнă, ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă, йывăрлăхсене сӳтсе явнă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республики федераци йышăннă 67 проектĕнчен 52-шĕпе тĕллевлĕн ĕҫлесе пырать. 2019–2024-мĕш ҫулсем валли  объектсене пурнăҫлама 77,1 млрд пăхса хăварнă.  Федераци хыснинчен – 28,6 млрд, республика бюджетĕнчен – 18,5 млрд тăкакланасси планра пур.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика