Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин «Экспресс-асаннесем» ятлă социаллă проекчĕ Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫи
02.02.2018Чăваш Республикин «Экспресс-асаннесем» ятлă социаллă проекчĕ Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫи

Социальный проект Чувашской Республики «Экспресс-бабушки» в числе финалистов Всероссийского конкурса лучших практик и инициатив социально-экономического развития субъектов РФ 2017 г. Чăваш Республикин «Экспресс-асаннесем» ятлă социаллă проекчĕ Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫи пулса тăнă. 2017-мĕш ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсене социаллă тата экономика енĕпе  аталантарассипе йышăннă пуҫаруллă чи лайăх ĕҫсене хакланă тăрăх, «Волонтерсене аталанса пыма чи чаплă условисем йĕркелесе панă» номинацире пирĕн регион ăнăҫлă ĕҫлесе пыраканнисен шутне кĕнĕ.

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочире Пĕтĕм Раҫҫей инвестици форумĕнче «Социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарассипе чи ăстисем» ятпа сесси иртĕ, унта Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ, конкурсăн Попечитель канашĕн председателĕ Дмитрий Козак конкурс ҫĕнтерӳҫисене палăртса хăварĕ.   

Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать.   

Коммуникацисен стратегиллĕ пуҫарăвĕсен Агенствин  (АСИ) директорĕ  Игорь Карачин ИА ТАСС ҫапларах пĕлтернĕ: «Сочире иртекен Раҫҫей инвестици форумĕнче  2017-мĕш ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсене социаллă тата экономика енĕпе  аталантарассипе йышăннă пуҫаруллă чи лайăх ĕҫсене хакласа чи пултаруллисене тупса палăртатпăр, пĕтĕмлетӳ туса мала тухнисене чыслатпăр. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ –  регионсенчи социаллă пурнăҫпа экономикăра йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парасси.  Чи лайăх пуҫаруллă ĕҫсене ытти субъектсенче пурнăҫа кĕртсе пырасси те кун йĕркинчех», - тенĕ вăл, ҫакăн пек ĕҫсем федераци шайĕнче пуҫаруллисене хавхалантарса ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне кăтартса пама пулăшнине каланă.  

Игорь Карачин тата ҫакна та палăртнă, кăҫал конкурса пĕтĕмпе Раҫҫей Федерацийĕн 77 регионĕнчен заявкăсем пулнине пĕлтернĕ. Пĕтĕмпе вĕсем 533 пуҫаруллă проект тăратнă.  Чи хастар хутшăнаканнисем Атăлҫи федераци округĕнчен тесе палăртнă, пурĕ 145 социаллă проект хатĕрленине асăннă вăл.

Ҫĕршывĕпе Чăваш Енĕн тĕп хулин – Шупашкарăн «Экспресс-асаннесем» пĕртен-пĕр социаллă проект шутланать.  Пенси ҫулне ҫитнĕ хĕрарăмсем пурнăҫшăн усăллă та пархатарлă  ĕҫсем тăваҫҫĕ.  Ырă ĕҫсем сахал мар вĕсен.     Асанне-волонтерсем,  пĕчĕк ачаллă ҫемьесене  витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ, йывăр лару-тăрăва лекнисене тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшаҫҫĕ, ачасене ăшăлăх туйăмне парнелеҫҫĕ, аслă ҫулсенчи хĕрарăмсене ырă сĕнӳсемпе витĕм кӳреҫҫĕ. Вĕсем регионта анчах мар, пĕтĕм ҫĕршыври ҫынсене пулăшу пама хатĕр. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика