Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енри вырма ĕçĕсене республика Пуçлăхĕ çирĕп тĕрĕслевре тытать
11.08.2017Чăваш Енри вырма ĕçĕсене республика Пуçлăхĕ çирĕп тĕрĕслевре тытать

 


Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕрпӳ, Красноармейски тата Вăрнар районĕсенче пулнă.  Муниципалитетсенче регион Ертӳçи уйсенчен тухăçа епле пухса кĕртнипе кăсăкланнă.  

Çĕрпӳ районĕнчи «Авангард «Цивильский бекон» ТМЯО тата «ВДС» ТМЯО ĕçченĕсем кĕрхи тырра пухса кĕртессипе ытти хуçалăхсенчен пĕрремĕш тухнă.

«Авангард «Цивильский бекон» ТМЯО директорĕ Юрий Федотов хуçалăх ĕçĕпе паллаштарнă.   Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура хуçалăхра 3718 га йышăнать.   Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне 200 га çĕр лаптăкĕнчен тырăна пухса аласа кĕртнĕ, вăтамран пĕр гектартан 44 ц. тухать. Хуçалăх кĕрхи культурăна акса хăварма 1600 га çĕр сухаласа хатĕрленĕ.  

«ВДС» ТМЯО пиллĕк комбайн ĕçлет.  Хуçалăхăн учредителĕ Анатолий Федоров хăйĕн сăмахĕнче кăçал уйра 4330 га çĕр лаптăкĕ çинче тĕрлĕ культура акса хăварнине палăртнă.   Выльăх апачĕ валли 250 га çĕр лаптăкĕ çинче курăк лартса çитĕнтернине пĕлтернĕ.  Кăçал тухăç питĕ аван пулнине асăннă. Енчен те çанталăк типĕ тăрсан, уйран тыр-пула пĕтĕмпех пуçтарса кĕртме пултарассине каланă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ВДС» ТМЯО улăм хатĕрлес ĕç епле пынипе кăсăкланнă, сухаланă çĕр лаптăкĕсене пăхса çаврăннă. Кĕрхи культурăна акса хăварма 1000 га лаптăк çĕр тирпейлесе хатĕрлесе хунă. Нумай çул ӳсекен курăка 210 га çĕр лаптăкĕ çинчен пуçтарса тирпейлесе хунă,  630 тонна утă, 600 тонна сенаж хатĕрленĕ. 

Çак асăннă хуçалăхра уй-хирти ĕçсем ăнăçлă пурнăçланса пынине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  Анатолий Федорова ĕçсене кирлĕ пек шайра йĕркелесе пынăшăн ырласа хăварнă.

Çĕрпӳ район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Павлов хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетри 16 хуçалăхран 9-шĕнче уя вырмана тухнине пĕлтернĕ.  Районта тухăçа туллин пухса кĕртме ятарлă техника çителĕклĕ пулнине палăртса хăварнă.  «Çак кунсенче мĕнпур хуçалăхăн уя вырмана тухмалла.  Вăхăта ирттерсе ларма никамăн та ирĕк çук», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Лартса çитĕнтернĕ культурăсенчен тухăçа туллин нимĕнле çухатусăр пухса кĕртмеллине каланă.

Красноармейски районĕнчи «Агрофирма Таябинка» ТМЯО лартса çитĕнтермелли çĕр лаптăкне чылай ӳстернĕ, вăл паянхи куна 4498 га йышăнать. Кукуруза, рапс  - 411 га, кăтарту пĕлтĕрхинчен 15 процент пысăк.  Пăрçа йышши тата пĕрчĕллĕ культурăсем – 3800 га çĕр лаптăкĕ çинче ларса хăварнă.  

«Агрофирма Таябинка» ТМЯО учредителĕ Юрий Попов.  Вăл çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне  хуçалăх 300 га çĕр лаптăкĕ çинчен тырă пухса кĕртнине пĕлтернĕ. Кĕрхи культурăсене акса хăварма 1200 га çĕр сухаласа хатĕрленине палăртнă.

Михаил Игнатьев муниципалитетри уй-хир ĕçĕсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ  Сергей Молотков яваплă пулнине асăннă. Унăн кулленех палăртнă ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытмаллине асăрхаттарса хăварнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Агрофирма Таябинка» ТМЯО пулнă, тырă типĕтсе кĕртмелли комплекс пĕр чарăнмасăр ĕçленине курса ĕненнĕ.  Хуçалăхра тăрăшакансем тырăна вăхăтра тирпейлсе пуçтарса пыни куçкĕретех.   Михаил Игнатьев тырăн нӳрĕкĕ мĕн чухлĕ пулнипе кăсăкланнă. Ятарлă хатĕрпе хакланă хыççăн, уйран урпа 18 процент  нӳрĕкпе кĕнине пĕлтернĕ.   Çак кун республика Ертӳçи  хуçалăхра кукуруза епле пиçсе çинине те пăхса çаврăннă.

Ятарлă делегаци ĕçлĕ çул çӳревпе Вăрнар районне те çитнĕ,   «Вурнарский мясокомбинат» АО уйĕсемпе паллашнă. Хуçалăх уйран 270 га çĕр лаптăкĕ çинчен тырра вырса пуçтарса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăна акса хăварма çĕр хатĕрлес ĕç те хĕрӳ пырать хуçалăхра. Нумай çул ӳсекен курăка çулса типĕтсе кĕртеççĕ, выльăхсем валли сенаж, утă-улăм хатĕрлеççĕ. «Маларахри çулсенче кĕрхи культурăна мĕнпур çĕр лаптăксенчен пĕрре виççĕмĕш пайне çеç лартса хăвараттăмăрччĕ, кăçал 40 процента та çитертĕмĕр, çурхисенчен тухăçлăрах, тăкакĕ те сахал. Çухату çук тесен те йăнăш мар», - палăртнă  Вăрнарти аш-какай комбинатчĕн АО генеральнăй директорĕ  Николай Аливанов.   

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев муниципалитетра пĕр харăсах чылай хуçалăхсем уя вырмана тухнине пĕлтернĕ.  Ертӳçĕсем çак кун хăш-пĕр актуаллă ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.  Патшалăх тивĕçтерекен пулăшусем çинчен сăмахланă, çĕрсене пусă çаврăнăшне ытларах кĕртессине сӳтсе явнă, кăçалхи тухăç пăшăрхантарманни пирки пӳпленĕ.   

Калаçăва пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев çапларах каланă: «Малта пыракан чи ăнăçлă хуçалăхсенчи вырма ĕçĕсене пăхса çаврăнтăмăр.  Çанталăк лăпкă тăмарĕ пулин те, тухăç япăх теме хĕн.  Вырма графикпа килĕшӳллĕн пулса пырать.  Тухăç вăтамран пĕр гектартан 30 центнер тухать. Нӳрĕк те питĕ пысăк мар, вăл 16-18 процентпа танлашать.  Хуçалăхсем пурте тенĕ пекех уй-хире тухма пултараççĕ».  Сăмаха май, енчен те малта пыракан хуçалăхсем хăйсен ĕçне тĕпрен вĕçлесен, кая юлса пыраканнисене пулăшма тухма пултарассине асăннă. Çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курма пĕлмелле тесе чĕнсе каланă регион Ертӳçи.   

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне республикăри районсенче мĕнпур хуçалăхсем вырмана тухнă. Çав шутрах, Хĕрлĕ Чутайсем ĕçе пуçламанни сисĕнет. Пĕтĕмпе уй-хирте 149 комбайн кĕрлет.

Фоторепортаж

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика