Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Сад, пахча ĕçĕсем пуçланнă тапхăрта автомашина транспорчĕн хăш-пĕр уйрăмлăхĕсемпе çыхăннă ыйтăва паянхи планеркăра тĕплĕн сӳтсе явнă
15.05.2017 Сад, пахча ĕçĕсем пуçланнă тапхăрта автомашина транспорчĕн хăш-пĕр уйрăмлăхĕсемпе çыхăннă ыйтăва паянхи планеркăра тĕплĕн сӳтсе явнă

 Сад, пахча ĕçĕсем пуçланнă тапхăрта автомашина транспорчĕн хăш-пĕр уйрăмлăхĕсемпе çыхăннă ыйтăва паянхи планеркăра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин тĕрлĕ службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче, çуркуннепе çулла тапхăрĕсенче «Чăвашавтотранс» ГУП ятарласа 8 хушма маршрут уçнине пĕлтернĕ.  Транспортсем ытларах пысăк хушма хуçалăхсене (садсене) çӳренине палăртнă. Кунсăр пуçне çĕвĕ хĕлĕпех хуласем хушшинчи транспортсем – 21, маршруткăсем – 5 çӳренине палăртнă.  Мĕншĕн тесен çак транспортсенче дачăсене çӳрекенсем  ытларах пулнине пĕлтернĕ.  Хуласем хушшипе иртекен транспортсене Чăваш Республикин транспорт министерстви çирĕп йĕркепе пăхса хăварнă.

Льготăллă граждансене транспортпа илсе çӳретнĕшĕн республика хыснинчен ятарлă пулăшупа тивĕçтереççĕ.   Çак йĕркепе ака уйăхĕн 21-мĕшĕнчен граждансем усă курма пуçланнă.  Çу уйăхĕ валли билетсене те сахал мар сутнă, пĕтĕмпе 600 ытла шута илнĕ.  Палăртса хăваратпăр, билет хакĕ  761 тенкĕрен пуçласа 1918 тенкĕпе танлашать. Çул 30 çухрăмран енчен те ӳсет пулсан,  хаксем кăштах хăпарни сисĕнет.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ автобус йышĕ сахал пулма юраманнине çирĕп асăрхаттарнă, халăхăн пулăшупа туллин усă курмаллине каланă.

 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика