Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Пушарсенчен сыхланас тĕллевпе ытларах та ытларах профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев
15.07.2019Пушарсенчен сыхланас тĕллевпе ытларах та ытларах профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, хăш-пĕр муниципалитетсен ертӳҫисемпе  кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  

Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн министрĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче, регионта юлашки уйăхсенче сахал мар профилактика ĕҫне йĕркелесе пынă пулин те, пушар тухнă тĕслĕхсен шучĕ ӳснине, вут-кăварта ҫунса вилнĕ ҫысен шучĕ нумайланнине хыпарланă. Пушарсем ытларах уйсене чĕртсе янипе сиксе тухаҫҫĕ. Халăх вут-ҫулăмпа асăрхануллă пулманни куҫкĕретех тенĕ Вениамин Петров министр сăмаха ҫавăрса.  Ҫынсем ҫирĕп йĕрке пăхăнманни сисĕнет, ӳсĕрле пирус туртса ҫывăрса кайнă тĕслĕхсем те хальлĕхе пур-ха. Вĕсен айăпĕпе те тепре чухне вут-кăвар алхасать.  Мунча хутнă чухне, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсни курăнать. Складсенче тата ытти  тĕрлĕ объектсенче те пушар тухнă тĕслĕхсем  пулкалаҫҫĕ-ха.  

Пенси ҫулĕнчи 13 ҫын вут-кăварта ҫунса кĕлленнĕ, ĕҫсĕррисем –11 ҫын, тĕрлĕ профессипе ĕҫлекен – 9 ҫын хăйсен пурнăҫне вăхăтсăр татнă.

Сăлтавĕ те паллă, ҫынсем ӳсĕрле инкеке кĕрсе ӳкеҫҫĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ граждансемпе ытларах та ытларах профилктика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă. Йывăр ҫемьесене ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле, вĕсем те сахал мар пăтăрмахсем кăларса тăратма пултараҫҫĕ.   Районсемпе хуласенче ятарлă комиссисен ĕҫне активлăрах йĕркелесе пымалла. Ҫынсемпе тăтăшах тĕл пулмалла, хăрушсăрлăх правилисем пирки ăнлантарса памалла. Ватăсем, ачасем час-часах асăрхануллă пулманни сисĕнкелет. Ватти манса каять, ача алхасма юратать, шăпах та, вĕсене пула пушар тухнă тĕслĕхсем пулкалаҫҫĕ.

«Патшалăхăн тĕп политикисенчен пĕри – граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Ҫынсен пурнăҫне ҫăлса хăварасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Бюджетран ыйтусене тивĕҫлĕ шайра татса пама сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланать. Пур-пĕрех ҫынсем асăрханма пĕлмеҫҫĕ, йĕркесене пăсаҫҫĕ, инкексенче хăйсен пурнăҫне вăхăтсăр татаҫҫĕ.  Апла пулсан, пурин те тимлĕхе ҫухатма юрамасть», тесе ҫирĕппĕн асăрхаттарса каланă тепĕр хут Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика