Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев вырӑнти влаҫсене халӑха итлеме, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илме чĕнсе каланă
30.07.2020Олег Николаев вырӑнти влаҫсене халӑха итлеме, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илме чĕнсе каланă

Олег Николаев обратил внимание местных властей на то, что необходимо слушать и слышать население Утă уйăхĕн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Вӑрмар районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă.  Унта вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсемпе паллашнă, халăхпа курнăҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.

Сӑмахран, Ямпай ялне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ятарласа ял клубӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса пама кайнă. Пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурта 1977 ҫулта туса лартнӑ. Халӗ вӑл авариллӗ, юлашки пиллӗк ҫул хушшинче ялти халăха хăрушлăх кăларса тăратнă. Никӗсĕ тата стенасем ҫурӑлнă, тӑрри ҫук, электричество тытӑмӗсем тахҫантанпах юрăхсăра тухнă, урай, чӳречесем, алӑксем ҫӗрсе кайнӑ. Вырӑнти влаҫсем  инфратытăма аталантарас тесе, халăхăн пуҫаруллă проектне тĕпе хурса, объекта юсаса ҫĕнетме шутланă. Анчах та вырӑнти ҫынсем ҫакӑнпа килӗшмен, кăмăлсăрланнă. Социаллӑ сетьсем урлӑ вӗсем Олег Николаев патне ҫӗнӗ культурӑпа кану учреждени тума витĕм кӳме ыйтса ҫырнă.

"Паллӑ ӗнтӗ, пысӑках мар пулсан та, ку ялта культура ҫурчӗ питӗ кирлӗ. Кунта хастар ҫынсем нумай. Ишӗлнӗ ҫурта юсама хӑтланнӑ чухне ҫакӑ каллех хăрушлăх кăларса тăратма пултарассине эпир ӑнланатпӑр. Экспертсем икӗ эрне хушшинче хӑйсен хаклавне парӗҫ.  Кирлĕ пек йышăну туса хăварассине ĕненетпĕр", - тенĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

«Пучах»  ача сачӗн тӗп юсавӗ финиша тухнăпа пĕрех.  Объекта тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ. Олег Николаев объектра пулнӑ май хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пирки каланă вырăнти влаҫпа строительсене. Юсав ĕҫĕсене пурнăҫлама проектпа смета ĕҫ хутне ҫителĕклĕ хатĕрлесе ҫитерменнине, комплекслă ĕҫсем пурнăҫлама документа мĕнпур мероприятисене кĕртсе хăварман тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Ҫак кунсенче А.Ф. Федоров ячӗллӗ Вӑрмарти ача-пӑча тата ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетес ĕҫ вĕҫленсе пырать.  Кунта ҫурт тӑррине тӗпрен юсанă, плана кĕртнĕ мероприятисене туллин тивĕҫтернĕ. Район центрĕнчи Спорт çуртĕнче строительсем тăрăшаççĕ. Капиталлă юсав ирттерме республика хыснинчен укҫа-тенкĕ ытла уйăрнă. Спорт шкулĕн директорĕ Сергей Архипов пĕлтернĕ тăрăх, юсав ĕçĕсене 2019 çулта пуçланă.  Тепĕр çул çурта тул енчен юсама, картише хăтлăлатма палăртнă. Пуласлăхра футбол уйне тирпей-илем тума план тунă.  Ӑна пурнăҫлама 2020 ҫулта республика бюджетӗнчен 30 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Объект  пуҫлама проектпа смета ĕҫ хучĕсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ.  Документсене патшалăх экспертизи витĕр кăларнă.

Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  «Аквапром» ТМЯО, «Светлана» ТМЯО ĕҫĕсемпе кăсăкланнă.  Ĕҫлĕ ҫул ҫӳреве пĕтĕмлетнĕ май, Олег Николаев журналистсене интервью панă. Халăх суйланă депутатсем вырăнта ҫителĕксĕртерех ĕҫленине, халăхăн сĕнĕвне туллин шута илменнине, влаҫпа халăх хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва тивĕҫтерменнине каланă.  Ҫынсем пăшăрханăвĕсене тĕпе хуманни, вĕсене пăхса тухса май килнĕ таран татса паманни те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

"Пӗрлехи сасăлав кунĕнче суйлавҫăсем депутатсемшĕн хăйсен сассисене парĕҫ. Ҫĕнĕрен суйланакан йышпа тĕллевлĕн ĕҫлĕпĕр.  Пурин те саккунсене пăхăнса, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса кирек-епле ĕҫсене те пурнăҫламалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Олег Николаев.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика