Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулма Владимир Викторова çирĕпленĕ
23.03.2017Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулма Владимир Викторова çирĕпленĕ

 


Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов пирки калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ.  Михаил Игнатьев Владимир Викторова çак должноçе лартиччен унăн кандидатне Чăваш Енри медицина пĕрлешĕвĕ анлăн сӳтсе явнине каланă, вĕсем сĕнӳ панине пĕлтернĕ.

«Эсир ăнăçлă та тухăçлă ĕçлеме пĕлекен менеджер, администратор. Медицина пайĕнче 25 çул ытла тăрăшса хисепе тивĕçнĕ. Халăх Сире ĕненет, шанать, республикăри депутатсем хушшинче те Эсир тивĕçлĕ шайра», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Раççей Президенчĕ Владимир Путин сывлăх сыхлавне аталантарассипе пысăк тĕллевсем лартать.  Çынсен яланах пахалăх тĕлĕшĕнчен пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсене илмелле. «Сывлăх сыхлавне аталантарма миллиардшар тенкĕ укçа уйăратпăр.  Инвестици явăçтаратпăр. Больницăсене модернизацилетпĕр.  Çĕршыв ертӳлĕхĕн тĕллевĕсене туллин пурнăçласса шанатпăр.  Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕн пайĕ ырă енне улшăннине туймалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.    

Владимир Викторов хăйне шанса панă ĕçе яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа, саккуна пăхăнса Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн ĕçлеме шантарнă. «Çĕршыври субъектсем хушшинче Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн пайĕ чи лайăххи пултăр тесе пĕтĕм вăя хурса кăтартуллă ĕçлеме шантаратăп», - тенĕ  вăл Ертӳçĕне тав туса.  

Владимир Викторов Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. 2005-мĕш çултан пуçласа паянхи кунччен Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ пулса ĕçленĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика