Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
24.05.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ПМЭФ-2018 мероприятинче пулнă май, ирхи апатлану вăхăтĕнче йĕркеленĕ ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă

ПМЭФ-2018: Михаил Игнатьев принял участие в деловом завтраке «Развитие социальной инфраструктуры регионов: инвестиции в будущее» Ҫу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ПМЭФ-2018 мероприятинче пулнă май, «Просвещение»  Управляющий компанийĕн Президенчĕ Владимир Узун йыхравĕпе ирхи апатлану вăхăтĕнче йĕркеленĕ ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – РФ регионĕсенче социаллă инфратытăма вăй илтересси пулнă.  Ҫак мероприятине йĕркелесе пыраканĕсем: «Просвещение» Группа ушкăнĕ, Экономикăн аслă шкулĕ тата Стратегиллĕ пуҫарусен агенстви.

Ирхи ĕҫлĕ апатланăва хутшăннисем социаллă инфратытăма инвестици хывмалли майсем пирки сӳтсе явнă, тĕнчери чи ăнăҫлă та паха ĕҫ опычĕсем пирки чарăнса тăнă.

Канашлура тăрса калаҫакансем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене палăртнă, вĕрентӳ пайне ҫĕнетессипе чи приоритетлă ыйтусене вăраха тăсмасăр татса памалли пирки палăртнă.  

Калăпăр, шкулсенче ачасем валли ҫителĕклĕ вырăнсем хатĕрлесси, объектсенче вăхăтра юсав ĕҫĕсене туса пырасси, пысăк хăвăртлăхлă Интернет ыйтăвĕ те кун йĕркинче тăнине асăннă. Паянхи пурнăҫ таппинче ҫитĕнекен ăру аслă ҫулсенчи ҫынсене лайăх ăнланать, анчах та ҫамрăк вĕрентекенсем хăйсемпе пĕрле пулнине пур-пĕрех ытларах хисеплет. Апла пулсан, кадр ыйтăвĕ, ăна ҫĕнетсе пырасси те ҫивĕч пулса тухать.  

Стратегиллĕ пуҫарусен агенствин генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă Указ пирки асăнса хăварнă, ҫынсене аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси ҫак документра та тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнине каланă.

Светлана Чупшева ҫĕнĕ Указра ҫав тери пысăк тĕллевсем пулнине палăртнă, вĕсене пурнăҫлассипе РФ субъекчĕсен ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăрхаттарнă.  Ыйтăвĕсем паллă, анчах та тĕревĕ хальлĕхе паллă мар.  Кун пек чухне вара, туххăмрах объектсенче пурлăхпа техника базине пуянлатма ҫăмăлах мар тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Социаллă сферăсене ҫĕнетессипе инвесторсене явăҫтармалли меслетсем пирки  Экономикăн аслă шкулĕн ректорĕ Ярослав Кузьмин тарăн доклад туса панă.

«Просвещение»  Управляющий компанийĕн Президенчĕ Владимир Узун  ҫак сăмахсемпе килĕшнĕ, вăл та ыйтусене татса пама пысăк предприятисене явăҫтарни вырăнлă тенĕ сăмаха малалла тăснă. Тĕпчевҫĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, тĕнчери 4-мĕш класра вĕренекенсенчен чи пултаруллисем - Раҫҫейри шкул ачисем шутланаҫҫĕ, вĕсен пĕлӳ шайĕ чăннипех те ҫав тери пысăк пулнине ҫирĕплетеҫҫĕ.  Тепĕр 15 ҫул иртсен шкул ачисен ăс-тăнĕ кун пекех пулмĕ, кăштах хавшама та пултарасси паллă тенĕ специалистсем.  «Ҫĕнĕ вăй-хăватпа вĕрентекен ăста специалистсем кирлĕ.  Пысăк технологисене тĕпе хурса вĕрентсе пымалла ҫитĕнекен ăрăва. Тĕпчев ĕҫĕсене йĕркелесси те кун йĕркинчех тăмалла», - тесе чĕнсе каланă вăл. Енчен те финанс тĕлĕшĕнчен хĕсĕкрех пулсан, экономика хавшама пултарать. Тухăҫлă ĕҫлеме пултаракан шкулсене ытларах витĕм кӳмеллине, ачасен пĕлĕвне ӳстермелли ҫĕнĕ условисем йĕркелесе памаллине асăннă.

Регион пуҫлăхĕсем хăйсен тăрăхĕсенчи ĕҫ опычĕсемпе паллаштарнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри ҫĕнĕ вĕрентӳ пайĕ пирки каласа кăтартнă. Ачасене вăтам професси пĕлĕвĕпе тивĕҫтерессипе сахал мар проектсем пурнăҫа кĕртнине хыпарланă.

Калăпăр, 5 ҫул каялла, Чăваш Республикинче «Транснефти» специалистсен пĕлĕвне хăпартса пыма, квалификацине ӳстерме май паракан центр хута янă.  Чăваш Республикине ҫулсерен пиншер ҫын Раҫҫейри тĕрлĕ кĕтесĕсенчен хăйсен пĕлĕвне анлăлатма килнине хыпарланă. Чăннипех те, вĕсене валли ҫав тери чаплă условисем пур тесе пĕлтернĕ.

Ҫак центр паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе пытăр тесе, предприяти сахал мар тăкакланать. Харпăр-хăй тупăшне шеллемесĕр центр аталантăр, специалистсен пĕлĕвĕ паха пултăр тесе тăрăшать тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

Тепĕр пысăк проект – ачасен технопаркĕ «Кванториум».  Ҫак ĕҫпе нумаях пулмасть Японирен килнĕ сумлă делегаци те кăсăкланнă, ҫав тери пысăк хак панă специалистсен ĕҫне.   Кунта ăс пухакансем инженер тытăмне тĕпчеҫҫĕ, чаплă специалистсем пулма хăнăхса пыраҫҫĕ.   Пирĕн патне килекен хăнасем тĕнчипе те кун пек чаплă объектсем урăх ниҫта та ҫук тесе ҫирĕплетеҫҫĕ.  

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Ҫутĕҫ министерствине пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  «Эсир ăнăҫлă аталанса пыма пуҫаруллă ĕҫсем тăратрăр. Халĕ, эпир йĕркеленĕ проектсем чăнласах та пуриншĕн те кăсăклă пулса тăчĕҫ», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Сăмаха май, вĕрентӳ тытăмне инвестици явăҫтарма ҫăмăлах та маррине каланă.

Паллă мероприятинче Михаил Игнатьев РФ Вĕренӳ Министрĕн ҫумĕпе  Ирина Кузнецовăпа канашланă. Министр ҫумĕ ҫитес тапхăрта регионсенче тата та ятарлă центрсем хута ярасси кун йĕркинче тăнине хыпарланă.  Уйрăмах ăна Шупашкарти электромеханика колледжĕ ҫумĕнчи регионсен хушшинчи центр кăсăклантарнă. Ҫак учрежденире электротехника пайĕ валли паха специалистсем хатĕрлесе кăларнине асăннă. Икĕ ен малашне те ку тĕллевпе ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки калаҫса татăлнă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикипе «Просвещение» АО пĕр-пĕринпе тахҫантанпах тачă ҫыхăнса ĕҫлет.  

2017-мĕш ҫулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Просвещение» АО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли пирки ĕҫ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Документ вăя кĕнĕренпе «Просвещение» АО Чăваш Енре Вĕрентӳ институтĕнче 7 семинар ирттернĕ, вĕсенче 650 ҫын хăйсен пĕлĕвне ӳстернĕ.  Вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракансем валли те самай пысăк семинарсем йĕркеленĕ.  Регионти шкулсем валли вĕрентӳ хатĕрĕсем чылай туяннă.   

«Икĕ ен пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыни куҫкĕретех. Пысăк технологисене тĕпе хунă. Ҫĕнĕ методика вăй илсе пырать.  Учительсен пĕлӳ шайĕ ӳсни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шкулсенче ҫĕнĕлле ачасене вĕрентни, вĕсене малашнехи пурнăҫра ҫăмăллăнах ĕҫе вырнаҫма май парать.  Апла пулсан, вĕрентни те кăлăхах мар», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Владимир Узун.

«Ҫамрăксен   яланах ҫĕнни патне ăнтăлмалла. Кулленех вĕренмелле. Ҫитĕнӳ тăвас тесен, сахал мар тăрăшмалла. «Просвещение» АО ĕҫлеме меллĕ, пурсăмăрăн та пĕр тĕллев, ăна пурнăҫлассишĕн ăнланса ĕҫлетпĕр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Ҫав тери аван, ҫак организаци ырă ĕҫ те тăвать регионшăн.  Шупашкарти 62-мĕш №-лĕ вăтам шкула спорт таварĕсемпе тивĕҫтернĕ, вĕсем пĕтĕмпе 809,6 пин тенкĕлĕх пулнă.

2018-мĕш ҫулта «Просвещение» Издательстви регионта вĕрентекенсен ятарлă конкурсĕн партнерĕ пулса тăнă, мала тухнисене парнесем парса хавхалантарнă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика