Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен тата Мускав пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва аталантарать
25.08.2020Чăваш Ен тата Мускав пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва аталантарать

Чувашия развивает сотрудничество с Москвой

 

Ҫурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Мускав Правительстви пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Килĕшӗве Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев тата Мускав Мэрĕ Сергей Собянин алă пуснă.

«Пирĕн регионсене ĕмĕрсем хушшинчи истори ҫыхăнтарса тăрать.  Кашни тапхăр хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ. Пĕлсех тăратпăр, усă курман резервсем те сахал мар пирĕн.  Пĕрле тăрăшса ĕҫлесен  Мускав тата Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн мĕнпур ĕҫсене пурнăҫлама пултаратпăр», - тесе палăртнă килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетессипе ҫыхăннă церемони вăхăтĕнче Сергей Собянин.

Сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳпе социаллă сферăра, суту-илӳпе ял хуҫалăхӗнче, промышленноҫпа информаци технологийĕсен тытăмĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли  пĕрлехи проектсем сахал мар.   Килĕшӳ туни малашне тата та пысăкрах ҫитĕнӳсемпе палăрма, ҫĕнĕ шая тухма витĕм кӳрессине каланă Мускав Мэрĕ. 

«Мускавпа пĕрле ҫыхăнса ĕҫлеме эпир яланах хатĕр.  Мĕн ĕмĕртен тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнăва анлӑлатас тесе эпир малашне те тăрăшăпăр. Эпир Мускав ҫулсерен илемленсе хăтлăланса пынăшăн мăнаҫланатпăр.  Цифра технолгийĕсен пайĕнче те тĕп хуламăр малти вырăнта, ыттисемшĕн паха тĕслĕх кăтартать. Эпир те сирĕнтен ӳлĕмрен тĕслĕх илсе пырăпăр, паха ĕҫ опытне тĕпе хурăпăр», - тенĕ Олег Николаев.   

Чăваш Ене уйрăмах электротехника пайĕнчи таварсен суту-илӳ ҫаврăнăшĕ кăсăклантарать.  Пирĕн таварсемпе тĕрлĕ предприятисенче усă кураҫҫĕ. Мускав пасарĕнче пысăк технологиллĕ таварсене, ял хуҫалăхӗн паха ҫимĕҫне халăх патне ытларах та ытларах илсе ҫитерессишĕн тăрăшмалла.  Вĕсене пурнăҫлама  кирлĕ пек условисем йĕркелемелле тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ хыҫҫăн Олег Николаев журналистсемпе курнăҫнă, вĕсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă.  «Мускав Правительствипе килĕшӳ туни ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртме майсем парасса шанатпăр. Чăнласах та, Мускавра цифра технологийĕ хăватлă аталаннă. Унти социаллă сферăри ĕҫсем те кирлĕ пек шайра вăй илсе ҫирĕпленнĕ.  Чăваш Ен ҫав паха ĕҫ опытне тĕпе хурса ĕҫлеме хатĕр.  Халăх валли пурӑнмалли ҫĕнĕ условисем йӗркелеме, пурнăҫ шайне ырă енне куҫарса пыма пултарасса та эпир ĕненетпĕр», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. 

Фоторепортаж 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика