Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Виҫĕ сийлĕ медицина маскисене тирпейлесе кăларакан производствăна Олег Николаев ҫитсе килнĕ
19.05.2020Виҫĕ сийлĕ медицина маскисене тирпейлесе кăларакан производствăна Олег Николаев ҫитсе килнĕ

Ҫу уйăхĕн 19-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев "Яхтинг" тулли мар яваплă обществăра пулнă, вĕсен ĕҫĕпе паллашнă.

Тӗп директор Анатолий Шатиков ҫӗнӗ технологи оборудованийӗпе маскӑсем туса хатӗрлес ӗҫ епле пулса пынине Олег Николаева кӑтартнă. Вӑл виҫĕ сийлĕ медицина маскисене хатĕрлесе кăларас ĕҫе ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пурнăҫа кĕртме пуҫланине хыпарланă. « Регионти предприятийĕнчен таварсем кулленех ăсатăнаҫҫĕ.  Пĕрремĕш партипе тавара 100 пин штук хатĕрлесе кăларма тĕллев лартнă. Паха тавар нефть тытăмĕнче тăрăшакансем патне ҫитĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Ҫакӑн пек маскӑсене Шупашкар хулинче лавккасенче туянма пулать. Тавар ҫавӑн пекех республикӑн тӗп хулин лавккисенче кăна мар, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Етӗрне хулисене те ҫитет. Пӗр маскӑн хакӗ - 20 тенкӗ.

Кăшăлвирус алхаснă тапхăрта компани хăй умне лартнă тĕллеве туллин пурнăҫлать.  Олег Николаев палăртнă тĕллевсене республикăри предприятисем тивĕҫтерни куҫкĕретех.  Предприяти вӑй-хӑвачӗ уйӑхра 3 млн медицина маски кӑларма май парать.

Анатолий Шатиков каланӑ тӑрӑх, маскӑсем вирусран 92% хӳтӗлеҫҫӗ имĕш.

Унсӑр пуҫне предприятисенче респираторсем кӑларас енӗпе производство линийӗ хута ярассипе хăватлă ĕҫлеҫҫĕ.

Олег Николаев регионти предприятисемпе организацисене ҫителĕклĕ таран патшалăх енчен тĕрев куҫнине хыпарланă. Тĕрлĕ хатĕрсем, таварсене калăпласа кăларма пĕтĕмпех ҫителĕклĕ.

Предприятинче коммерци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Никита Смирнов палӑртнӑ тӑрӑх, "Яхтинг"  предприятийĕн таварĕсем экономикӑн тӗрлӗ отраслӗсене тивĕҫтерет.  

Предприяти калăпласа кăларакан  ятарлӑ атӑ-пушмаксене "РЖД" АУО, "Роснефть" ПАО, "Башнефть" ПАО АНК тата ытти компанисем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.  Таварсен пахалăх шайĕ питĕ  пысăк.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика