Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес ĕҫе вĕҫне-хĕрне ҫитерес ыйтăва Раҫҫей вице-премьерĕпе видеоканашлура тарăн пăхса тухнă
07.11.2018Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес ĕҫе вĕҫне-хĕрне ҫитерес ыйтăва Раҫҫей вице-премьерĕпе видеоканашлура тарăн пăхса тухнă

Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Виталий Мутко видеоканашлу ирттернĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйту – 2018–2019-мĕш ҫулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе ҫитес ĕҫсене вĕҫне-хĕрне ҫитересси.

Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннă.

Раҫҫей Правительствин вице-премьерĕ палăртнă тăрăх, сезона Раҫҫейри 85 регионтан 84-шĕнче ăнăҫлă пуҫланă.  Дагестан Республики кăна ыйтăва туллин татса паман тенĕ вăл сăмах май. 

«2018 ҫулта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, Ростехнадзор пĕлтернĕ тăрăх,  пур-пĕрех хутса ăшăтмалли тапхăра кӗтсе илме хатĕррине ҫирĕплетекен паспорта пурĕ те  муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчен 46 проценчĕ ҫеҫ тивĕҫнĕ», – тенĕ Виталий Мутко. Хутса ăшăтмалли тапхăрта ăшăтмалли тата сĕрмелли хатĕрсен хакĕ ӳссе пыни куҫкĕретех.

Виталий Мутко хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Правительстви регионсене укҫа-тенкĕ енчен пулӑшу парассине уйрăммăн асăнса хăварнă.  Ҫитес вăхăтра субъектсем ыйтса ҫырнине кура, Правительство ҫав пулăшусене куҫарма тытăнассине те каланă вăл.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче планпа килĕшӳллĕн, хутса ăшăтмалли тапхăр тӗлне ҫурт-йĕрсене, социаллă пĕлтерĕшлĕ мĕнпур объекта вăхăтра хатĕрлесе ҫитернĕ, чăрмавсем пулман, кăлтăк ҫук. Енчен те хĕл сивĕ килес пулсан, пăтăрмахсем сиксе тухсан – резерв хатĕр, вĕсен шучĕ 463 ҫитнĕ.

Мĕнпур 26 муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче нумай хваттерлĕ ҫуртсене, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа юпа уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех ăшăпа тивĕҫтерме тытăннă.  

Видеоканашлу вăхăтĕнче Виталий Мутко предприятисемпе организацисен парăмĕсем пирки чарăнса тăнă, паянхи кун тĕлне Раҫҫейре статистика пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх кăтарту 1, 298 трлн ҫитнĕ тенĕ.  Кăҫалхи пĕрремĕш кварталтипе танлаштарас пулсан, хальлĕхе парăм виҫи пĕчĕкленни сисĕнет, 100 млрд яхăн чакнă.  «Хăш-пĕр регионсем ыйтупа ҫав тери ăнăҫлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  ЖКХ тытăмĕ топливăпа энергетика ресурсĕсемпе тивĕҫтерекенсем умĕнче пухăннă парăма кулленех пĕчĕклетсех пыраҫҫĕ. Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм виҫи 13 млрд сахалланнă.  Пурĕ паянхи куна парăм  виҫи 194 млрд танлашать», – тесе пӗлтернӗ  Раҫҫей Правительствин Председателĕн Ҫумĕ.  

Чăваш Енре энергоресурссемпе усă куракан  «Коммуналлă технологисем» ТМЯО парӑмӗ самай пысӑк, кăтарту 1 млрд 614,9 млн ҫитнĕ, вăл шутран газшăн 1 млрд 457,7 млн., электроэнергишĕн – 157,2 млн.

Аса илтеретпӗр, 2018 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Коммуналлă технологисем» тулли мар яваплӑ обществӑна сăнав процедури ҫине куҫарнă, пурлăхсене «Теплосеть» МУПа панă.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика