Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев Г. А. Ильенко ячӗллӗ" ЭЛАРА" АО Наукăпа производство комплексне 50 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă
12.02.2020Олег Николаев Г. А. Ильенко ячӗллӗ" ЭЛАРА" АО Наукăпа производство комплексне 50 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă

Олег Николаев поздравил коллектив АО «Научно-производственный комплекс «ЭЛАРА» имени Г.А. Ильенко» с 50-летиемНарăс уйăхĕн  11-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕн ҫумĕ Михаил Иванов Г. А. Ильенко ячӗллӗ" ЭЛАРА" АО Наукăпа производство комплексĕн юбилейне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшăннă.

Ҫӗршывра малта пыракан предприятийĕсенчен пӗрне юбилейпа саламланӑ хӑнасем хушшинче РФ Патшалӑх  Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикинчи федерацин тӗп инспекторĕ Геннадий Федоров тата ытти хăнасем те пулнӑ.

Сумлӑ хӑнасене, ветерансене тата предприяти ӗҫченӗсене саламланă май, Олег Николаев Г.А. Ильенко ячӗллӗ  «ЭЛАРА»  Наукăпа производство комплексĕ Чăваш Ен экономикин локомотивӗсенчен пӗри пулни ҫинчен пӗлтернӗ. "ЭЛАРА" АО ҫур ӗмӗрлӑх историйӗ — Раҫҫей предприятисем хушшинче лидер позицийӗсене сыхласа тата ҫирӗплетекен заводӑн шанчӑклӑ стратегийӗн тӗслӗхӗ, патшалӑх оборона заказне пурнӑҫланине, граждан продукцийӗн тӑкакӗн ҫӗнӗ рынокӗсене ҫӗнсе илнине палăртнă. "50 ҫул хушши эсир вӑйлӑ та конкурентлӑ пулнине кӑтартатӑр, кирек мӗнле йывӑр ыйтусене те татса пама пĕлетĕр. "Элара" хӑйӗн заказчикӗсемшӗн шанчӑклӑ партнер пулса тӑрать. Сире яланах ҫапла пулма сунатӑп", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Раҫҫей Федерацийӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви ятĕнчен предприяти коллективне Министр ҫумĕ Михаил Иванов саламланă.  "Шупашкарти тĕрлĕ приборсем хатĕрлесе кăларакан завод, ҫӗнӗ Раҫҫейӗн тапхăрĕнче «ЭЛАРА» комплекс  хăватлă ят илсе, 50 ҫул хушшинче Чӑваш Ен индустри лидерӗсен шутне ҫирӗппӗн  кĕрсе юлчĕ.  Эсир паян ҫӗршывӑн мӗнпур приборлӑ отрасльӗн лидерӗсенчен пӗри тесе хӑюллӑнах калама пулать. Сирӗн продукци пирӗн патшалӑхӑн оборона пултарулӑхне ӳстерме,  ҫул-йӗрпе строительство отрасльне хӑрушсӑрлатма, энергетика аталантарма пулӑшать", - тенĕ хӑйӗн сӑмахӗнче Михаил Иванов.  Авиаци промышленноҫне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн " ЭЛАРА" Наукӑпа производство комплексӗ пысӑк кӑтартусемпе палăрса Раҫҫей Президенчӗн Тав сӑмахне тивĕҫлĕ пулнă. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн указӗпе килĕшӳллĕн Чӑваш Республикин промышленноҫне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, Г. А. Ильенко ячӗллӗ "ЭЛАРА» Наукăпа производство комплексĕн генеральнӑй директорне Андрей Углова "Чӑваш Республикин умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орденпа наградӑланӑ, предприятине Хисеп грамотипе чысланă. Предприятинче тăрăшакан Юрий Филиппова "Чӑваш Республикин Промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят панӑ.

Предприяти ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене ҫавӑн пекех патшалӑх тата ведомство наградисене парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика