Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре Аттесен кунне сумлăн уявланă
02.11.2020 Чăваш Енре Аттесен кунне сумлăн уявланă

В Чувашии впервые официально отпраздновали День отцаЮпа уйăхĕн 31-мӗшӗнче Чăваш патшалăх университечĕн залĕнче Аттесен уявне халалласа пысăк мероприяти иртнĕ.  Паллă, ку хутĕнче те пулăма эпидемиологи хăрушсăрлăхĕн ҫирĕп йĕркисене пăхăнса ирттернĕ.  Ҫак уява регионта кăҫал пуҫласа тунă. Вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленнĕ.  

"Эпир Аттесен кунне пӗрремӗш хут уявлатпӑр. "Атте" сӑмах кашниншӗн питӗ хаклӑ та пӗлтерӗшлӗ. "Анне" сӑмахпа пӗрлех ачасем "атте" сӑмаха та калама пуҫлаҫҫӗ. Ашшӗ ҫемьепе, шанчӑкпа тата хӳтӗлевпе ҫыхӑннӑ. Аттен статусне ҫирӗплетме эпир ҫав куна  йышăнса хăвартăмăр", -  тесе каланă хăйĕн салам сăмахĕнче Олег Николаев.

Чӑваш Енре 2013 ҫултанпа пуҫласа Чӑваш Енре Ашшӗсен канашĕ ӗҫлет. Малтан Вӑл Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсен Союзӗн йышӗнче уйрӑм тытӑм пулнӑ, 2017 ҫул вӗҫĕнче ăна обществăлла организаци тесе регистрациленĕ.

"Атте кунне паллӑ туни пĕлтерĕшлĕ. Пирӗн тӗллев - ҫемьере ашшӗн статусне ҫӗклесси, апла пулсан ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси. Ҫакна эпир Чӑваш Ен Хӗрарӑмӗсен союзӗпе пӗрле тӑватпӑр", - тенӗ Чӑваш республикин "Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗ " гражданла общество обществин правленийӗн председателӗ Алексей Мурыгин.

Чӑваш Енри  Хӗрарӑмӗсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева  уява пухăннисем умĕнче тухса калаҫнă.

"Эпӗ хам анне кăна мар, хĕр те шутланатăп. Атте те ман пур, унăн пархатарне кулленех туятăп.  Атте пурнăҫра мĕн тери пысăк ĕҫ тунине курса ҫитĕннĕ. Атте анне пекех чи ҫывăх та юратнă ҫын»,- тесе каланă вăл.

Палӑртса хӑваратпӑр: Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗ тĕрлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе тарăн ĕҫлет:  экологи, ҫамрăксене патриотла воспитани парассипе тĕрлĕ мероприятисене ирттерес, ҫамрăклах ачасене тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшссипе тимлет.

Хастар ашшĕсене республикăра, хуласемпе районсенче пулса иртекен пулăмсене хутшăннăшăн, пысăк хисепе тивĕҫнĕшĕн патшалăх наградисене тата тав ҫырăвĕсене парса хавхалантарнă.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика