Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти аслӑ классенче вӗренекенсене дистанци вӗрентӗвне вӑхӑтлӑха куҫарма палӑртаҫҫӗ
23.11.2020Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти аслӑ классенче вӗренекенсене дистанци вӗрентӗвне вӑхӑтлӑха куҫарма палӑртаҫҫӗ

Старшеклассников Чебоксар и Новочебоксарска планируют временно перевести на дистанционное обучение Чӳк уйăхĕн 23-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере иртекен канашлура кулленхи эпидемиологи лару-тӑрӑвӗн ҫивӗч ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ку хутĕнче планеркăна  видеоҫыхӑну  мелĕпе ирттернӗ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе паян ирттернĕ канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ коронавирус сарăлассипе кĕрешес ĕçе мĕн пур ресурса явăçтарма чĕнсе каланинчен пуçланă.

Сӑмахран, чӳк уйăхĕн 24-мӗшӗнчен пуҫласа икӗ эрнелĕхе дистанци вӗренӗвне Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар шкулӗсенче 9-11 классенче вӗренекенсене куҫарма палăртаҫҫĕ. Кунсăр пуҫне студентсене те ҫак мелпе вĕрентме сĕнеҫҫĕ.  Кун пек йышăну тусан, тен ачасемпе аслисем  хушшинче чирлекенсен йышне чакарма витĕм кӳрĕ.  Ĕҫ хутне хальхи лару-тăру лайăхах маррине шута илсе хатĕрлеме палăртнă. 

Ҫавӑн пекех республика Пуҫлӑхӗ хушнипе поликлиникӑсем ҫумӗнче йӗркеленӗ центрсем автотранспортпа тивӗҫтереҫҫӗ ковид чирĕпе аптракансене. "Врачсем пациентсем патне хӑвӑрт пыма пултарччӑр. Кашни центр ҫумне темиҫе транспорт единици ҫирӗплетмелле", - тенӗ Олег Николаев. Сиплев учрежденийĕсене машинăсемпе пĕрле  водителӗсене те Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн автобазинчен уйӑрса пама йышăну тунă.

Планеркӑра 2020 ҫулта техникăсене пӑхса тухнин малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсене  те тишкернĕ. Аттракционсем пирки те сăмах пуҫарнă.

Чӑваш Республикин тĕп инженер–инспекторӗ Владимир Димитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, республика территорийӗнче техникӑн пин-пин единицине регистрацилеме ыйтаҫҫӗ. Рейдсем аттракционсен пӗтӗм тӗсӗпе яланхи йӗркепе иртесси ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенчи аттракционсен паркӗсен сезонне пысӑк хатӗрлев ӗҫӗсем ирттерме сӗннӗ.

Чӑваш Республикин спорт министрӗ Василий Петров Республика адреслӑ инвестици программине пурнӑҫланӑ шайра спорт объекчӗсем тӑвасси ҫинчен, ҫавӑн пекех муниципалитет спорт учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетесси пирки доклад туса панă.

Чӑваш Тӗррин кунне халалланӑ мероприятисене хатӗрлесси тата ирттересси ҫинчен Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑри районсемпе хуласенче 345 ытла мероприяти ирттерме палӑртнӑ, унта 7,5 пин ытла ҫын хутшӑнма кăмăл тунине хыпарланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика