Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕ иртнĕ
19.11.2020Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕ иртнĕ

Состоялось заседание Координационного совещания при Главе Чувашской Республики по обеспечению правопорядка      Ҫĕршыври кăшăл вирус алхаснă тапхăрне  шута илсе, паян ирттернĕ ларура хăрушсăрлăх ыйтăвĕ ҫине ытларах тимлĕх уйăрнă.

Палăртнă тăрăх, регионта кулленех мобильлĕ 25 ушкăн тĕрĕслев ирттерет. Вĕсем тăтăшах район тата хуласене ҫитсе килеҫҫĕ, унти лару-тăрупа паллашаҫҫĕ,  COVID-19 чирĕпе аптракан ҫынсем йĕркене пăхăннипе пăхăнманни ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ.

Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин сотрудникĕсем кулленех халăх йышлăн пухăнакан вырăнсене ҫитсе килеҫҫĕ, обществăлла вырăнта профилактика мерисене ирттернине ҫивĕч асăрхаҫҫĕ. Йĕрке пăсакансене тупса палăртсан, ҫийĕнчех явап тыттарма тăрăшаҫҫĕ. Пурĕ йĕрке пăснă 16 тĕслĕхе тупса палăртнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă ятарлă ведомство ĕҫченĕсем.  

Тĕрĕслев тăтăшах пулнине кура, йĕрке пăсакансен йышĕ самай чакнă, кăтарту 8 процент пĕчĕк пулни сисĕнет тенĕ специалистсем.  Тепĕр тесен, обществăлла вырăнсенче те йĕрке хуҫаланать, ку енĕпе те кăтарту 13 процент сахалланнă.  

Ларăва пухăннисем «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ валли республика хыснинчен тăкакланакан укҫапа тĕллевлĕн усă курнипе курманнине те ҫирĕп пăхса тухнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче 2020 ҫулта сывлăх сыхлавĕ валли бюджетран 1230,01 млн тенкĕ уйăрнă тенĕ. Укҫа-тенкĕ тĕллевлĕн тăкакланнине ҫирĕплетнĕ, перекетленсе пыракан укҫа та сиплев учрежденийĕсем валли усă курăнать тесе палăртнă.  

Эрех таврашĕпе ҫыхăннă саккун йĕркисем пирки те сăмахланă, ĕҫ хучĕсем пурнăҫа епле кĕрсе пыни ҫинчен калаҫнă.    

Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Надежда Столярова хăйĕн докладĕнче вĕсен ведомстви пурĕ 2020 ҫулта 10 уйăх хушшинче 268 тĕрĕслев ирттернине хыпарланă. Йĕрке пăснă тĕслĕхе 21 тупса палăртнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Предпринимательсене ҫийĕнчех явап тыттарнине те асăнса хăварнă министр ҫумĕ.

Эрех таврашне сутнă чухне тепре чухне лицензи  ҫукки сисĕнет. Ку енĕпе шăпах та, ятарлă ведомство специалисчĕсем предпринимательсене ҫирĕп тĕрĕсленĕ. Право хуралĕнче тăрăшакансем саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарнă тесе хыпарланă вăл. Штраф виҫи те пĕчĕкех мар, кашнине 100-шер пин тӳлеттерме йышăннă тесе асăннă сăмаха малалла тăснă май.  

«Ятарлă кунсем пур, ун чухне эрехе сутма юрамасть. Шăпах та, тепре чухне вара уйрăм лавккасенче  тĕрлĕ эрех таврашне сутма пикенеҫҫĕ. Кун пек тĕслĕхсем те пулкаланă. Вĕсене ҫийĕнчех тупса палăртнă, явап тыттарма йышăннă», - тенĕ Надежда Столярова.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче кашни эрнере пулакан планеркăра, усал шĕвеке ĕҫсе халăх вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайни пирки ыйту тавра чарăнса тăнă, уйрăм муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсенче кăтартусем пысăкрах пулнине пăшăрханса каланă. Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме, профилактика ĕҫне ытларах ирттерме хушнă вăл.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика