Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Паян Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет
18.11.2015Паян Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет

 Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Палăртнă ĕç ушкăнĕсем республикăри районсемпе хуласене çитсе вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçĕç, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав парĕç. Паянхи мероприятин тĕп темисем: çитес çула Ĕç çыннин çулталăкĕ палăртнине кура, унпа çыхăннă ыйтусене тĕплĕн тишкересси. Кунсăр пуçне республикăра çĕнĕ шкулсем хута ярас,  вĕренӳ учрежденийĕсене модернизацилес, бюджет ыйтăвĕсене пăхса тухĕç. Тата çакна та палăртмалла, 2015 çулта раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейĕпе йышăну кунĕ иртет.  Çитес çулти Пĕтĕм Раççейри çырав ыйтăвĕсене те сӳтсе явма тĕллев лартнă. Информаци ушкăнĕсен членĕсем ĕç коллективĕсенче пушартан сыхă тăрассине, наркăмăшлă кальяна туртассинчен асăрханассине, ĕç укçине вăхăтра тивĕçтерессине те тĕплĕн тишкерĕç.  Çак кун халăха харпăрхăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика