Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри Ачасен хорне хутшăннă ентешсемпе тĕл пулнă
10.01.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри Ачасен хорне хутшăннă ентешсемпе тĕл пулнă

Михаил Игнатьев встретился с участниками Детского хора России Кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри Ачасен хорне хутшăннă ентешсемпе тĕл пулнă. Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йыхравланипе, Республика кунĕнче кăҫал Раҫҫейри Ачасен хорĕ килсе ҫитнĕ. Ун чухне Чăваш Республикинче пурăнакансене, уява пуҫтарăннă хăнасене вĕсем хăйсен юрри-кĕввипе «тыткăна» илнĕ. Нумаях пулмасть, раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикинчен сумлă ачасем Мускава Кремль елкине кайнă, «Хĕллехи юмах» концерта хутшăннă.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пултаруллă ачасене ырланă, вĕсен паха сасси чун-чĕресене ҫĕклентерсе янине пĕлтернĕ.  Мускавра Кремльте пулнă концерта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ мухтанă, чаплă концерт лартса панăшăн  пысăка хакласа тав тунă.   Хăлăх чăннипех те вĕсемпе мăнаҫланать.

Ӳлĕмрен те ҫамрăк ачасене ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пирĕн чун-чĕресем сирĕн пултарулăхăрпа мăнаҫланса тулаҫҫĕ», - тесе палăртнă регион Ертӳҫи.

Михаил Игнатьев хора хутшăннисене мухтанă, тав сăмахĕсем каланă. Уйрăмах ачасен ушкăнне ертсе пыраканĕ пысăк хисепе тивĕҫнине асăннă. Филипп Лукин ячĕллĕ 5-мĕш №-лĕ ачасен музыка шкулĕнче ĕҫлекен Александра Васильева ачасене хавхалантарма пĕлет, вĕсене пĕр чăмăра пухса ăсталăхне ӳстерсе пыма пулăшни куҫкĕретех. Ачасен ертӳҫĕ Чăваш Ен Пуҫлăхне пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.

Хора кайса килнисем хăйсен шухăш-кăмăлĕ пирки каласа кăтартнă. Вĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхех ҫак паллă кунсем тăрса юлассине пĕлтернĕ.

«Раҫҫей хорĕнче юрлакансем Чăваш Енĕн тĕп хулине –Шупашкара лайăх астуса юлнă.  Чаплă юрăсене пĕтĕм кăмăлтан халăха парнелеҫҫĕ», - тесе пĕлтернĕ  Мускава Чăваш Енрен кайнă ачасен ушкăнĕн ертӳҫи.  Пĕр пухăннă пек чухне пуласлăх пирки те чарăнса тăнă, тĕллевсем ҫинчен сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче, ачасем ăсталăха туптакан шкул Раҫҫейри чи лайăх 50 учреждени шутĕнче тăнине палăртнă. Регионта хорта юрлама кăмăл тăвакансен йышĕ ӳссе пынине пĕлтернĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика