Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Йĕпреç тăрăхĕнче
04.08.2016Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Йĕпреç тăрăхĕнче

Çурла уйăхĕн  4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Йĕпреç тăрăхĕнче пулнă, Çĕнĕ Чурашри «Хĕрлĕ партизан»  хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе çуллахи вăхăтра уйра еплерех апатлантарнипе кăсăкланнă.  Республика Ертӳçи вырăнти хуçалăхри лару-тăрăва пысăка хурса хакланă.  Нумай çул ӳсекен курăксене тирпейлĕ пăхса тăнине палăртнă.  «Хуçалăхра пĕтĕмпех ĕçсем йĕркеллĕ. Выльăхсене çанталăк шăрăх тăнă вăхăтра шыв ĕçтерме те меллĕ. Сĕт сăвăмĕ ан чактăр тесе  условисем çителĕклĕ», - тесе каланă вăл.   Хуçалăх ертӳçи Николай Иванов паянхи куна пурĕ 970 шултра мăйракаллă выльăха шута илнине пĕлтернĕ, вĕсенчен 308-шĕ сăвăнакан ĕне тенĕ. Пуласлăхра вĕсем тата та сăвăнакан ĕнесен шутне пысăклатма тĕллев лартнă. Палăртма кăмăллă, хуçалăхăн сĕт сăвăмĕ ӳснĕ. «Выльăх-чĕрлĕхрен туса илнĕ тавара вырнаçтарассипе нимĕнле чăрмав та çук.  Çав тери аван, юлашки çулсенче ял хуçалăх таварĕсен хакĕ ӳссе пырать. Ĕçлеме те питĕ кăмăллă», - тесе пĕлтернĕ хуçалăх ертӳçи Николай Иванов. Муниципалитетра  Çĕнĕ Чураш сĕт завочĕ пур. Асăннă хуçалăх тирпейленĕ сĕте палăртнă завода ăсатать, аш-какай пĕтĕмпех Вăрнар заводне каять. «Утă - 650 тонна, сенаж – 2122 тонна хатĕрленĕ. Кукуруза та çителĕклĕ. Ялти халăха та утă-улăмпа туллин тивĕçтеретпĕр», - тесе сăмаха малалла вакланă вăл.  Хуçалăх муниципалитетра усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçлет.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак палăртнă хуçалăх республикăри чи ăста малта ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри пулнине каланă. Нумай çулсем хушши вĕсен ĕç кăтартăвĕсем пысăк шайра тăнине пĕлтернĕ.  Кунта тăрăшакансем хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланине асăннă.  Çак кун республика Ертӳçи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 1-№-лĕ шкула та çитсе килнĕ, вĕсем çĕнĕ вĕренӳ çулне епле хатĕрленнипе кăсăкланнă.  Владимир Романов шкул директорĕ хăйĕн сăмахĕнче вĕрентӳ учрежденийĕ çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне пĕтĕмпех хатĕр пулнине каланă. Кăçал шкула пурĕ 938 ача килессине те асăннă.   Хăнасем  шкулпа паллашнă, классене кĕрсе тухнă. Вырăнти ертӳçĕсем шкулта çĕнĕ технологи вăй илсе пынине палăртнă. Калас пулсан, 2011-2016–мĕш çулсенче пурĕ шкулăн инфратытăмне  çĕнетме 10,6 млн тăкакланă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малашне те шкула патшалăх енчен  пулăшу куçассине пĕлтернĕ. Çӳлерех палăртнă учреждени Раççейри чи лайăх 200 шкул шутĕнче тăрать.  Ачасен ăсталăхĕ те кулленех ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çак кун республика Ертӳçи Михаил Игнатьев Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Горбуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен канашланă. Кăçалхи пĕрремĕш çул çулти ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, бюджет пайĕ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Калаçу вăхăтĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерес ыйтăва та хускатнă.  Муниципалитетра пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен граждансене хăтлă хваттерсене куçарассипе йышăннă программа та кирлĕ пек шайра пурнăçланса пырать, ĕçе пĕтĕмпех кăçал вĕçлеме тĕллев лартнине каланă Сергей Горбунов.  Йĕпреç районĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйту та туллин пурнăçланать. Муниципалитетăн çитĕнĕвĕ пысăк, халăхăн пурнăç условийĕсем лайăхланса пырасси те куçкĕретех. Çакнах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика