Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗ­пе саламлани
12.10.2017Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗ­пе саламлани

Ҫул-йӗр отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗпе – саламлатӑп!

Чӑваш Ен автоҫулӗсен лайӑх аталаннӑ тытӑмӗ – ырми-канми ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫул-йӗр ӑстисен темиҫе ӑрӑвӗн сумлӑ ӗҫӗн кӑтартӑвӗ, вӗсен професси тивӗҫӗ автомобиль ҫу­лӗсен шан­чӑклӑ ҫыхӑнӑвне ти­вӗҫ­терессипе тӳрреммӗн ҫы­хӑннӑ.

Чӑваш Ен Ҫул-йӗр фончӗн кӑҫалхи калӑпӑшӗ 5 миллиард тен­кӗ ытла. Ҫул-йӗр службин ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе респуб­ли­кӑра  транспорт инфратытӑмне ҫӗнетес тӗлӗшпе анлӑ ӗҫ пы­рать. Вырӑнти тата регион пӗлтерӗшлӗ ҫулсен пахалӑ­хӗпе хӑ­руш­сӑрлӑхӗ ӳсет, ҫӗнӗ магистральсемпе кӗперсем, транспорт ункисемпе  ытти сооруженисем хута каяҫҫӗ.

Хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ, умри тӗллевсене чыслӑн пурнӑҫлассишӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тата яваплӑха туйса ӗҫлекен отраслӗн мӗнпур ӗҫченӗпе ӗҫ организацине чун-чӗререн тав тӑватӑп. Сирӗн пултаруллӑ та ҫӑмӑл мар ӗҫӗр чӑн­нипех хисепе тивӗҫ.

Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                           Михаил Игнатьев

 

 

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика