Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Канаш хулинче пулнă
20.02.2021Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Канаш хулинче пулнă

В ТОСЭР «Канаш» появится новый резидент

Нарăс  уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Канаш хулинче пулнă, муниципалитетăн пĕлтĕрхи ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, пуласлăх валли  палăртнă тĕллевсене сӳтсе явнă. «Канашри ятарлӑ продукци завочӗ» ТМЯО  тăратнă заявкăна  комисси членĕсемпе пĕрле пăхса тухнă.   

Асăннă территоринче инвестор полиэтилен пăрăхĕсене калăпласа кăларассипе пысăк проект пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.  Унăн хакĕ те пĕчĕкех мар, 110 млн тенкĕпе танлашать.  Енчен те ĕҫ йĕркеленсе кайсан икĕ ҫул ҫурăран тупăш шайӗ ӳсессине кӗтме пулать.  Планпа килĕшӳллĕн производствăна инвесторсем  2022 ҫул пуҫламăшĕнче хута яма тĕллев лартнă. 

Конкурентлӑ экономика кирлӗ. Пӗлтӗр республикӑн комплекслӑ аталанӑвӗн пилӗк ҫуллӑх программине сӳтсе явнӑ тата унӑн никӗсӗ ҫинче Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2035 ҫулччен стратегине туса хатӗрленӗ вӑхӑтра пур пек майсене тӗплӗн тишкернĕ. Предпринимательлӗх пуҫарӑвне аталантарма лайӑх майсем туса пани пӗтӗмӗшле никӗсри услови пулса тӑнине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Экономика ӗҫ-хӗлӗн уйрӑм условисемлӗ зонисене туса хурасси – витӗмлӗ ҫул-йӗрсенчен пӗри. Ку енӗпе  асăннă муниципалитетăн та хăйне евĕр паха ĕҫ опычӗ пур.

«Канаш» социаллӑ пурнӑçпа экономика мала иртсе аталанакан территорире паянхи куна 3 резидент ӗçлет, 120 ытла çӗнӗ ӗç вырӑнӗ йӗркеленӗ. Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствине «Канаш» ТОСЭР территорийӗнче ӗç-хӗлӗн ирӗк панӑ тӗсӗсен шутне ӳстермелли ҫинчен калакан заявкӑна пӗрремӗш çур çул вӗçлениччен Раççей Экономика аталанӑвӗн министерствине хатӗрлесе яма хушнă Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫырăвĕнче  регион Пуҫлăхĕ.

«КЗСП»  ТМЯО учредителĕ Павел Александров пĕлтернĕ тăрăх, палăртнă территорире 9 пин тонна полимер тирпейлеме шухăш пур.  Хăватлă производство пурнăҫа кĕрсен халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленĕҫ,  50 ҫын вăл ырлăха курĕ.

Комиссине пухăннă ертӳҫĕсем проекта мухтанă, инвесторпа килĕшӳ тума йышăнса хăварнă. Индустри паркне йĕркелесе яма 5,2 га чухлĕ ҫĕр лаптăкне уйăрма плана кĕртнĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хула администрацийĕн ертӳлĕхĕн ĕҫне пысăка хурса хакланă, муниципалитет инвесторсене явăҫтарассипе активлă ĕҫленине каланă.  Канаш хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов хăйĕн сăмахĕнче индустри паркӗнче хăйсен проекчĕсене пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе тата та тепĕр виҫĕ организаци ӗҫлеме кăмăл тунине пĕлтернĕ. 

 «Канаш хули лайăх аталанса вăй илсе пырать.  Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе те муниципалитет хастар тăрăшать, экономикăна аталантарассипе хăватлă ĕҫлет.  Апла пулсан, асăннă муниципалитетра социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те туллин тивĕҫтересси куҫ кĕретех пулĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Сăмах май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те кĕскен чарăнса тăнă. Социаллă сетьре час-часах халăх ЖКХ ыйтăвĕсем пирки хыпарланине палăртнă вăл.  «Тавралăха тирпей-илем кĕртесси, ҫул-йĕр ыйтăвĕсем те малти вырăна тухаҫҫĕ», - тесе каланă Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май.  Республикăн инфратытăмне аталантарассипе малашне те активлă ĕҫлемеллине, палăртнă мĕнпур ыйтӑва татса памаллине каланă сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.    

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика